Музыкӑри ӑсталӑхӗшӗн, нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсене палӑртнӑ.
"Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ" ята Владимир Ашмарин солиста панӑ.
Ҫавӑн пекех ку наградӑна "Ҫеҫпӗл" эстрада ансамблӗн вокалисчӗ Константин Живулин, "Ҫавал" эстрадӑпа фольклор ансамблӗн юрӑҫи Александр Ильин тивӗҫнӗ.
Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Эмилия Назарова та ятарлӑ Хушупа килӗшӳллӗн ҫак ята илӗ.
Трактор тӑвакансен культура керменӗнчи халӑх пултарулӑхӗн уйрӑмне ертсе пыракан Светлана Тяхмусована "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят пама йышӑннӑ.
Алиса Александрова








