Литература музейне 1940-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗнче, чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ҫур ӗмӗр пулнӑ ҫулхине никӗсленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан учреждени хупӑннӑ. Кайран вӑл тапхӑррӑн-тапхӑррӑн тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ. Ҫӗнӗрен вара музей хальхи вырӑнта 1990-мӗш ҫулта вӑй илнӗ. Кунти экспозици килекенсене чӑваш литературин аталанӑвӗпе, ҫыравҫӑсемпе, халӑх йӑли-йӗркипе паллаштарать. Уйрӑмах Константин Ивановӑн пултарулӑхне тимлӗх уйӑрнӑ. Уява пуҫтарӑннисем малтанах музей историпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартакан фильм пӑхрӗҫ. Каҫа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем илем кӳчӗҫ.
Музей 85 ҫул тултарнӑ ятпа Культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ӑшшӑн саламларӗ. Ҫавӑн пекех Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ ӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Унта республикӑри шкул ачисемпе студентсем хутшӑннӑ. Пурӗ 87 ӗҫ йышӑннӑ. Чи лайӑххисен авторӗсене уявра чысларӗҫ.
Кунта графика ӗҫӗсем, ҫуллӑ сӑрӑпа ӳкернисем те пур. Кашни ӳкерчӗк хӑйнеевӗрлӗ. Куравпа чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен паллашма пулать. Ҫавӑн пекех музейра "Парне кунӗ" акци йӗркеленӗ.
Литература музейӗнче пултарулӑх каҫӗсем, кӗнеке хӑтлавӗсем, тӗл пулусем иртеҫҫӗ. 10 ҫул пӗр сиктермесӗр "Иванов вулавӗсӗм" наукӑпа практика конференцийӗ йӗркелеҫҫӗ. Унта хамӑр республикӑран кӑна мар, ытти регионсенчен те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Литература музейӗ паянхи кунпа тан утма тӑрӑшать. Ҫавӑнпа ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртсех пырать.
Диана Иванова, Вадим Владимиров