Куракана чӑнласах телей парнелеме пултаракан артистсем Шупашкара пысӑк йышпа килсе ҫитнӗ. Кашнинех ӑсталӑхне кура Турӑ пуҫӗнчен шӑлса илнӗ тейӗн. Артистсен тӗлӗнмелле пултарулӑхӗпе киленнӗ май пӑхса ларакансем вӑхӑт-вӑхӑтпа сывлама маннӑн туйӑнать.
Колумбирен килнӗ маҫтӑрсем хӑюллӑх кустӑрми ҫинче куҫ хупса ҫаврӑннипе ҫеҫ мар, ҫавра карта ӑшӗнче тимӗр утсемпе пӑлтӑр-палтӑр ҫаврӑнса тӗлӗнтереҫҫӗ.
"Телей циркӗ" тӗрлӗ ҫӗршыври чи пултаруллӑ артистсене пухнӑ. Манеж ҫине сывлӑш гимнасчӗсемпе авкаланса тӗрлӗрен йывӑр хускану тӑвакансем, жонглерсемпе лаша ҫине тӑрса чупакан жокейсем, ахӑлтатса култаракан клоунсем тата ытти тӗлӗнтермӗш ӑстисем тухаҫҫӗ. Батут ҫинче сиксе кӑткӑс та илемлӗ хусканусем тӑваҫҫӗ.
Шӑпӑрлансемшӗн вара уйрӑмах лара-тӑра пӗлмен упӑтесемпе ытти чӗрчун тавраш кӑсӑклӑ пулчӗ. Йытӑсем лаша утланса чупаҫҫӗ пулсан ҫак качака, сӑмахран, ҫӳхе кашта тӑрӑх та ним мар утса каҫать. Спортпа туслӑ упӑтесем вара тем тӗрлӗ хӑнӑхтару та тӑваҫҫӗ. Кирлӗ пулсан турникрен те ҫакӑнса туртӑнаҫҫӗ.
"Телей циркӗ" Шупашкарти "Амазони" паркра авӑн уйӑхӗн 28-мӗшчен ӗҫлет.
Алексей Енейкин, Виктор Степанов