Кашни хусканупа юратӑва, пурнӑҫа мухтакан дуэт

Натальӑпа Наиль Мингазовсем - республикӑра палӑрнӑ ташӑҫсем. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн солисчӗсем - 20 ҫул ытла пысӑк сцена ҫинче. Наци библиотекинче вулакансем ҫак дуэтӑн пултарулӑхри кун-ҫулӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекене пахаларӗҫ. 

Кӗнекене Наталья Мингазова хӑй ҫырнӑ. Хыҫра - ташласа ирттернӗ пурнӑҫ тапхӑрӗ: ҫак мӑшӑр хӑйӗн телейне балет ӳнерӗнче тупнӑ. Натальӑпа Наиле шӑпа Шупашкарта, культура училищинче тӗл пултарнӑ. Алтай тӑрӑхӗнчен килнӗ хӗр Канаш каччипе виҫҫӗмӗш курсра вӗреннӗ чухне ҫемье чӑмӑртанӑ.

20 ҫул ытла пӗр сывлӑшпа сывлакан, ташӑри кашни хусканупа юратӑва, пурнӑҫа мухтакан дуэт нумай куракан чун-чӗрине искусство асамӗпе ҫунат хушнӑ. Наиль хавхалантарнипе Наталья сӑвӑсем те ҫырать. "Ҫак ик тумлам - ир сывлӑмӗн ӗнчи - пӗр кӗвӗ пек пулса янрать!" тет вӑл пӗр хайлавӗнче хӑйсем пирки. Ку Наталья Геннадьевнан пӗрремӗш кӗнеки мар иккен. 

Мингазовсем яланах шыравра, вӗсем хореографипе пластика тӗлӗшӗнчен хӑйне евӗрлӗ "Бриз" дуэт йӗркеленӗ. Сцена ҫинче вӗсен вӗҫевне курсан "ӳтсӗр, шӑм-шаксӑр пуль" тесе тӗлӗнетӗн. Халӗ Натальӑпа Наиль иккӗшӗ те Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем ӗнтӗ. Пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнакан ҫемьере виҫӗ ача ҫитӗнет - ҫакӑ та ташӑҫсене уйрӑм чыс кӳрет. 

Кӗнеке хӑтлавӗнче поэзипе музыка, ташӑ чӗлхипе калаҫакан юрату историйӗ пурне те тыткӑнларӗ. Натальӑпа Наилӗн ӗҫтешӗсем, Адель ывӑлӗпе Алия хӗрӗ ташлани те пултарулӑх каҫне илем кӳчӗ. Наталья Геннадьевна ӳлӗм те куракана ҫакӑн йышши уявсем туса парӗ-ха

Марина Карягина, Николай Семёнов