Мӗн авалтан салтак аттине тӑхӑнма тивӗҫ каччӑ ҫын ҫинче хисеплӗ шутланнӑ. Проекта пӗтӗмлетнӗ май "Янтал" ансамбль, Патӑрьел, Канаш, Етӗрне тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ ушкӑнсем яшсене ҫар хӗсметне ӑсатнипе ҫыхӑннӑ хӑйсем патӗнчи йӑла-йӗркене кӑтартса пачӗҫ. 1-мӗш Петӗр патша вӑхӑтӗнчен 19-мӗш ӗмӗр ҫурриччен ҫар служби 20-25 ҫул таран пынӑ. Тӑванӗсем салтака тек курмасса та пултарнӑ, ҫавӑнпа та ӑсату темиҫе куна тӑсӑлнӑ. Савнийӗ качча каялла тӗрӗс-тӗкӗл килме сунса хӑй тӗрлене тутӑр парнеленӗ. Эрешлӗ пусма - тарӑн шухӑшлӑ, йӑх паллиллӗ, икӗ енчен те пӗрешкел "вуланнӑ". Проекта 10 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхисем хутшӑннӑ тата тӗрӗ ӗҫне аван пӗлекен маҫтӑрсем. Вӗсем валли ӑсталӑх урокӗсем ирттернӗ, тӗрлӗ ҫӗвӗ вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.
Кӑмӑлне кура хӑшӗ ӗҫӗнче хӑй мӗнле йӑхран тухнине сӑнланӑ, кам ҫӗршыва сыхлама каякан мӑшӑрӗ валли тутӑр эрешленӗ. Темле пулсан та кашни ҫӗвӗре тӑван алӑсен ӑшши, чунри юратӑвӗ, ырӑ пилӗ. Чӑваш Енре тӑван халӑх йӑли-йӗркине, тӗрӗ-эрешне уйрӑм хисеп те чыс. Малтанласа ӑстасем сурпан тӗрленӗ, унтан республикӑн тӗрленӗ карттинче кашни округа пӗрлештернӗ. Раҫҫей тӗрленӗ картти вара ҫӗршыври тӗрлӗ халӑха татах та ҫывӑхлатрӗ.
Курав уҫӑлнӑ кун проекта хутшӑнакансене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Музей хӑнисем хушшинче салтак ячӗ тухнӑ каччӑсем те пулчӗҫ. Вӗсене кашни арҫыннӑн ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлама сунса тӗрленӗ тутӑрсем пачӗҫ. Ҫак авалтан килекен йӑла халӗ тата та ҫирӗпленнӗ тесен те тӗрӗс.
Проекта пурнӑҫланӑ май 16 тӗрӗ станокӗ туяннӑ. Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи лабораторире малашне те тӗрӗ кружокӗ ӗҫлӗ. Хальлӗхе Шупашкарта пыракан салтак тутрисен куравне вара республикӑн тӗрлӗ округне илсе ҫитерме палӑртнӑ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов