Пуҫару ушкӑнӗ чи малтан пӗрремӗш чӑваш киноактриси Тани Юн 1959-мӗш ҫултан пуҫласа 1977-мӗш ҫулччен пурӑннӑ ҫурт умӗнче пуҫтарӑнчӗ, ӑна сума суса уҫнӑ Асӑну хӑми ҫине чӗрӗ чечексем хучӗ.
Нумай пулмасть унӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех драма театрӗн артисчӗ, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ пулнӑ Татьяна Степановна - Иоаким Максимов-Кошкинскин мӑшӑрӗ, вӗсем иккӗшӗ пуҫарнипе 100 ҫул каялла чӑваш пурнӑҫне кинолента ҫине ӳкерсе тӗнчене кӑларнӑ.
Тепӗр икӗ ҫултан Тани Юн ҫуралнӑранпа 125 ҫул, Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитет. Ҫак ҫавра ҫулсене чаплӑн кӗтсе илсе паллӑ тӑвас пуҫарӑва Чӑваш кинематографисчӗсем хӑйсем ҫине илеҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне кинематографистсен пӗрлешӗвӗ хурӑнташлӑ халӑхсем пурӑнакан хуласемпе ҫӗршывсенче чӑваш киновӗн эрнисем йӗркелесе ирттересшӗн. Тӑван чӗлхепе фильм ӳкерекенсене чыслама, ҫамрӑксене хавхалантарма ятарлӑ медаль кӑларас шухӑш та пур. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе юнашар Максимов-Кошкинскипе Тани Юн скверне уҫса палӑкӗсене лартма та сӗнеҫҫӗ ҫак ыйтӑва ҫӗклесе ҫырупа тухасшӑн.
Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пуҫарса яма пултарнӑ аслӑ ӗҫ пачах путланса ларман, паллах: ҫӗнӗ тапхӑрта Чӑваш телевиденийӗн маҫтӑрӗсем илемлӗ фильмсем те, документлисем те сахал мар ӳкернӗ, вӗсем те ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи фестивальсенче палӑрнӑ. Республикӑра кинематографистсен пӗрлешӗвне йӗркелесен, сӑмахран, чӑвашсен мухтавлӑ ҫыннисемпе паллӑ датӑсем ҫинчен пурӗ 108 фильм хатӗрлеме май тупӑннӑ иккен.
Йӗркелӳ ушкӑнӗ малашлӑха курса калаҫма ҫавра сӗтел хушшине пуҫтарӑнчӗ. Пӗрлехи ӗҫе хутшӑнса кирек кам та сӗнӳ пама пултарать. Кино ӳкерекенсене халӑх мӗнле йышӑннине аса илсен, ку пысӑк пулӑмра хӑйсен вӑйне анчах шанмаҫҫӗ пулин те, союз пайташӗсен кӑмӑлӗ ҫӗнӗрен тивсе илет.
Марина Карягина, Олег Цыпленков