Василий Жуковский, Николай Заболоцкий, Аполлон Майков, Константин Бальмонт - "Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ сӑмах" тавра поэтсенчен кам кӑна кӑсӑкланса пуҫ ватман пулӗ. Паянхи вырӑс чӗлхине авалхинчен ӑна 100 хут ытла куҫарнӑ. Чи ӑнӑҫли тесе Дмитрий Лихачев академик ӗҫне йышӑннӑ. Акӑлчанла вуланакан чи паллӑ куҫару авторӗ вара Владимир Набоков. Ҫавӑн пекех хайлавпа нимӗҫле, французла, итальянла, испанла, полякла, чехла вуласа паллашма пулать. Чӑвашла 2 куҫару пур. Илле Тукташӑн тата Иван Ивникӑн. Чӑваш Ен гимнӗн авторӗсенчен пӗри Илле Тукташ хайлава чи малтан - 1939-мӗш ҫулта - куҫарнӑ. 1985-мӗшӗнче ӗҫе чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер пуҫӑннӑ. Кӗнекене Элли Юрьев ӳкерчӗкӗсемпе илемлетсе кӑларнӑ.
Паян вара ҫамрӑк кӗнеке тусӗсем авалхи славян чӗлхипе хӑйсем те сас паллисем ҫырса пӑхма пултараҫҫӗ. Музейра ку енӗпе кӑсӑклӑ ӑсталӑх урокӗсем иртеҫҫӗ. Ачасене тӗлӗнтерекенни татах та пур. Вӗсем ӗлӗк шкулта япӑх паллӑсем илнӗшӗн, итлеменшӗн епле айӑпланине хӑйсем ҫинче туйса курчӗҫ - пӑрҫа ҫинче чӗркуҫленсе ларса пӑхрӗҫ. Анчах та шӳтлесе халӗ те ачасене ҫапла ӑс кӗртмеллипе килӗшекенсем пулмарӗҫ. Ярославльти музей-заповедник Раҫҫейӗпе 2010-мӗш ҫултанпа ҫул ҫӳрет. Чи малтан куравпа Питӗрте паллаштарнӑ. Пирӗн тӑрӑха вара хаклӑ мул управҫи 10-мӗш хут ҫитнӗ. Вӑл Наци музейӗнче ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Алиса Александрова, Наталия Егорова, Елена Гальперина, Вадим Владимиров








