Пурӗ пин ытла хутшӑнакан, хула талккӑшӗнче 8 лапамра спектакльсем пыраҫҫӗ. Пирӗн Ҫамрӑксен театрӗ Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑн кун-ҫулӗпе паллаштаракан постановкӑна Камал ячӗллӗ театрта кӑтартрӗ.
Фестивале хутшӑнакан театрсем хайлавсене пурте хӑйсен чӗлхипе кӑтартаҫҫӗ, ӑнланманнисем валли вырӑсла синхронлӑ куҫару пур. Тӗрлӗ культурӑсен хутшӑнӑвӗ, тӗлпулу саманчӗсем - манӑҫми. "Мускав, Питӗр, Хусан критикӗсемпе пӗрле спектакльсене сӳтсе явни те питӗ усӑллӑ", - теҫҫӗ фестиваль асамӗн тыткӑнне лекнисем.
Пирӗн спектакле куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ, чылайччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Залра тӗрлӗ ҫӗршыври театр ӗҫченӗсемсӗр пуҫне пирӗн ентешсем те пур.
Пӗтӗм тӗнчери 17-мӗш "Науруз" фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшчен пырать. Кӑҫал унӑн программине 11-мӗш театр олимпиадипе пуянлатнӑ.
Марина Карягина