Иван Дубанов тӗп хулари 38-мӗш шкулта 40 яхӑн ҫул ӗҫленӗ. Географи урокӗсене кабинетра кӑна мар, тӑтӑшах ҫулҫуревсем йӗркелесе ирттернӗ, ачасене тӑван тӑрӑха юратма хӑнӑхтарнӑ. Велосипедпа та, кимӗпе те ҫула тухнӑ вӗсем. Пултаруллӑ вӗрентекен пурнӑҫран пӗлтӗр уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 69 кӑна пулнӑ. Иван Дубанова сума суса тӑванӗсемпе тус-юлташӗсем, ӗҫтешӗсемпе вӗренекенӗсем мурал хатӗрлес тенӗ. Мӗн шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме шкулта ятарлӑ акци йӗркеленӗ, чылай ҫын укҫан пулӑшма кӑмӑл тунӑ. Ӳнерҫӗсем те Иван Степанович тӗслӗхӗпе хавхаланса хӑйсене шаннӑ ӗҫе хаваспах пикеннӗ.
Малашне шкул ачисене вӗрентекенӗн ырӑ сӑнӗ, ҫавӑн пекех ҫулҫӳревсенче тунӑ фотосем кӗтсе илӗҫ. Иван Дубанов вӗренекенӗсемпе ӑҫта кӑна ҫитмен пулӗ. Чӑваш Ене ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра тата анӑҫран хӗвел тухӑҫ енне утса тухнӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫавал, Энӗш, Кӗтне, Сӑр юханшывӗсене тӗпченӗ. Муркаш тӑрӑхӗнчи - республикӑри пӗртен пӗр шыв сиккине те 90-мӗш ҫулсенче вӗсемех уҫнӑ.
Иван Степановича йӑлтах кӑсӑклантарнӑ тейӗн. Чӑваш Енре пурӑнакан кайӑксене, кӳлӗсемпе ҫӑлкуҫсене пӗтӗмпех тӗпченӗ вӑл. 20 яхӑн кӗнеке кӑларнӑ хастар таврапӗлӳҫӗ. Вӗсем Раҫҫейри конкурссенче пӗрре мар палӑрнӑ, Испанири ятарлӑ курава та хутшӑннӑ.
Иван Дубанов Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Ҫӗрпел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Профессие алла илнӗ хыҫҫӑн тӑван шкулӗнче ӗҫлеме ӗлкӗрнӑ. Шупашкара куҫса килсен вара 38-мӗш шкула вырнаҫнӑ та ҫавӑнта ӗмӗрӗпех парӑнса тӑрӑшнӑ. Иван Дубанов - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Ломоносов ячӗллӗ медале тата ытти сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ. Чӑваш халӑх академийӗпе Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулнӑ. Унӑн пӳлӗмне яланах тӗслӗх вырӑнне хунӑ. Иван Дубанов тӑрӑшнипех кунта пӗчӗк музей йӗркеленӗ.
Мурал ҫумӗнчи лаптӑка та илемлетесшӗн 38-мӗш шкулта. Электронлӑ курав тата уявсем ирттермелли лапам йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Ҫапла хисеплӗ педагог ячӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ малашне те пурӑнӗ.
Вероника Павлова, Святослав Петров