Хӑй вӑхӑтӗнчи студентсем - халӗ паллӑ журналистсем, ҫыравҫӑсем тата педагогсем

Красноармейски тӑрӑхӗн "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшакан Юрий Борисов "Ӑраскал парнеленӗ чӑваш уйрӑмӗ" ятпа кӗнеке хатӗрленӗ. Автор ӑна Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче 1978-мӗш - 83-мӗш ҫулсенче пӗрле вӗреннисене халалланӑ. 

Юрий Зиновьевичӑн ку кӗнекене кӑларас шухӑш темиҫе ҫул каяллах Упи вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсемпе йӗркеленӗ тӗл пулу вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ. Унта унран пӗр шкул ачи студент вӑхӑтӗнче вӑл хальхи хӑш паллӑ ҫынсемпе пӗрле вӗренни пирки ыйтнӑ. Автор кӗнекене 1978-мӗш ҫулта историпе филологи факультечӗн 21-пе 22-мӗш ушкӑнӗсене вӗренме кӗнӗ 50 студентӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ. Вӗсен йышӑнче вара паллӑ ҫын сахал мар. 

Педагогсемпе журналистсене саламлама Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов килсе ҫитрӗ. Вӑл хаҫат-журнал тата кӗнеке пӗлтерӗшӗ интернет ӗмӗрӗнче те ҫав тери пысӑк пулнине палӑртрӗ.

Пухӑннисем издани ҫав тери пуян та кӑсӑклӑ пулнине пытармарӗҫ вӗсем. Аслӑ пӗлӳ илнӗ тапхӑр, вӗрентекенсем тата пӗрле вӗреннӗ студентсем кашнин пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнине, малашнехи ҫула суйлама пулӑшнине каларӗҫ. 

160 страницӑран тӑракан кӗнекене Чӑваш патшалӑх университечӗн вӑл вӑхӑтри вӗрентекенӗсем пирки информаци кӗртнӗ. Студентсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатнӑ, аса илӳсемпе тата сӑн ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Кӗнеке хальлӗхе пӗчӗк тиражпа тухнӑ. Малашне ӑна анлӑлатса тата кӑларас тӗллевлӗ автор. 

Оксана Верликова, Альбина Фомина