Георгий Фёдоров чӑваш литературовечӗн ятне вилӗмсӗрлетес тесе Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче унӑн бюстне уҫрӗҫ

Ҫӗршывӗпе палӑрнӑ тӗпчевҫӗне, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятельне, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреатне хисеплесе Тӑванкасра ӗҫтешӗсемпе ентешӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Георгий Фёдоров калама ҫук сӑпайлӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ, тарӑн ӑс-хакӑллӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынччӗ. Канашри педагогика училищи хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан вӑл, тӗпчевҫӗ, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ мӗн пӗчӗкрен палӑрнӑ пулин те, 16 ҫул республикӑри шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтра Георгий Иосифович шӑппӑн кӑна, хӑй калашле, "шалти тӗнчине" калӑпланӑ. 

Ӑсчаха хисеп туса пуҫтарӑннисем унӑн тӑван халӑх ӑслӑлӑхӗпе сӑмахлӑхӗнчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. 1987 ҫулта Гуманитари ӑслӑлӑхӗн институчӗн литературӑпа фольклор пайӗн ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑнсан Георгий Фёдоровӑн кун-ҫулӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ. 1997-мӗш ҫулта доктор диссертацине хӳтӗленӗ хыҫҫӑн Георгий Иосифович Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культурин факультетӗнче ҫӗнӗ уйрӑм уҫрӗ.

Ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем Георгий Фёдорова ҫул кӑтартакан пек курса аталанаҫҫӗ. Паянхи шкул ачисем те, ун ячӗпе хисепленекен библиотекӑна ҫӳрекенсем, ҫав ӗмӗтпех тӑраҫҫӗ-тӗр. Георгий Иосифович хӑй те этемлӗх пурнӑҫӗнче ҫутӑ хӑварнӑ ҫынсенчен вӗренсе пынӑ пулмалла.

250 ытла наука ӗҫӗн, монографисемпе вӗренӳ кӗнекисен, хрестоматисен авторӗн, филологи ӑслӑлӑхӗнче тарӑн йӗр хӑварнисӗр пуҫне, тӑван литературӑна хывнӑ тӳпи те пысӑк. Чӑваш ҫыравҫисен союзӗнче вӑл критика секцине ертсе пынӑ, яланах "Тӑван Атӑл" журналӑн редколлегийӗнче тӑратчӗ. Хӑй те нумай сӑвӑ-калав, роман та ҫырнӑ, ӗмӗр тӑршшӗпех тенӗ пек халӑх калаҫӑвӗнчи хӑйне евӗр сӑмах ҫаврисене ҫырса пынӑ, икӗ томпа фразеологи словарӗ хатӗрлесе кӑларнӑ. Палӑк уҫма килнӗ студентсем Тӑванкас илтмелле унӑн сӑввисене вуларӗҫ. 

Марина Карягина, Олег Цыпленков