Кивӗэйпеҫсем культура керменӗ уҫӑлнине хавхаланса кӗтсе илчӗҫ. Ку таранччен вӗсен кивӗ клубпа ҫырлахма тивнӗ. Ӑна 1973-мӗш ҫулта хута янӑ пулнӑ. Унтанпа пӗрре те юсаман. Халӗ вара кунта - ҫӗнӗ курав залӗ, капӑр сцена. Кӑмӑл тӑвакансем тӗрлӗ кружока ҫӳреме пултараҫҫӗ "Хӗлхем" ушкӑн та куракансене тӑтӑшах пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Вӑсем ҫӗнӗ майсенче ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа ӑсталӑхне аталантараҫҫӗ.
Уявра строительсене, ҫурта йӗркене кӗртме пулӑшнӑ ытти хастарсене хисеп хучӗсем парса хавхалантарчӗҫ. Ялти культура пурнӑҫӗ ҫӗнӗ вӑй илессине палӑртрӗҫ.
Кавалта пурӑнакансемшӗн те савӑнӑҫ ҫитрӗ. Кунти клуба ҫу уйӑхӗнче юсама тытӑннӑ. Ӗҫсем кал-кал пынӑ, мӗн палӑртнине графикпе килӗшӳллӗн вӗҫленӗ. Культура ҫурчӗ йӑлтах ҫӗнелнӗ: ҫутӑ сцена, хӑтлӑ зал. Кунта вулавӑш та пур. Пушӑ вӑхӑта ирттермелли майсем ҫителӗклӗ. Клубсене уҫма хутшӑннӑ культура министрӗ Светлана Каликова ялсен аталанӑвне патшалӑх пысӑк тимлӗх уйӑрнине каларӗ. Кунта малашне концертсем, уявсем, пултарулӑх каҫӗсем тӑтӑшах йӗркелӗҫ. Культура ҫурчӗ тӗрлӗ ӑрурисене пӗрлештерӗ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи культура пурнӑҫӗ малашне тӗрлӗ пулӑмсемпе тата пуянрах кӑна пулӗ. Клубсене, вулавӑшсене ҫӗнетессипе вара округра малалла та тӑрӑшса ӗҫлӗҫ.
Ксения Потапова, Виктор Степанов








