"Аслӑ ҫӗршывӑн аслӑ ӑсти" - ҫапла хакларӗҫ Совет Союзӗнче артист маҫтӑрлӑхне палӑртакан чи чаплӑ ята тивӗҫнӗ Валерий Яковлевӑн пултарулӑхне. 1961-мӗш ҫулта Мускаври Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнчен актёр дипломне илсе таврӑннӑ малкурӑмлӑ ҫамрӑк темиҫе ҫултанах тӗп хулана режиссёра вӗренме тухса кайнӑ. Шухӑшласан, вӑл ҫав татӑклӑ утӑма туман пулсан, чӑваш сцена ӳнерӗ пачах урӑхла пулма пултарнӑ.
Тӗрлӗ жанрлӑ чӑваш, вырӑс, ҫӗршыври ытти халӑхсен тата тӗнче классики пирӗн сцена ҫине Яковлев курӑмӗпе чӑвашланса килнӗ, театра юратакансен чун-чӗрине пӑлхантарса тавракурӑмне анлӑлатнӑ. Унсӑр пуҫне 1979-мӗш ҫултан тӗп режиссёр тивӗҫне пурнӑҫланӑ, 90-мӗш ҫултанпа театрӑн илемлӗх ертӳҫин яваплӑхне хӑй ҫине илнӗ Валерий Николаевич яланах общество ӗҫне хастар хутшӑнма вӑй-хал ҫитернӗ, республика, ҫӗршыв шайӗнче иртекен чылай уявӑн режиссёрӗ пулнӑ.
Валерий Яковлев лартнӑ спектакльсем Раҫҫейре пысӑк сум ҫӗнсе илнӗ. Халӑхсем хушшинчи фестивальсенчен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ нихҫан та пушӑлла таврӑнман.
Валерий Яковлев авалхи тӗнпе пурӑнакан пуян йӑла-йӗркеллӗ ялта, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра ҫуралса ӳснӗ. Ачалӑхра курса ӑша илнӗ илеме вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван сцена ҫине кӑларнӑ. Ӗлӗкхи юрӑсем те унӑн чун-чӗринчен тухма пултарайманни палӑратчӗ. Вӑл вӗсене хӑй те юрлатчӗ, спектакльсене те кӗрте-кӗрте пуянлататчӗ.
Вӑрӑм ҫул утса тухнӑ пуян историллӗ чӑваш театрӗ малашне те Валерий Яковлев тупнӑ ҫула тытса пырасшӑн.
Марина Карягина, Борис Андреев