Енӗш Нӑрвашри кермен пек Культура ҫурчӗ - ял илемӗ. "Тӑрмӑш" халӑх фольклор ансамблӗпе "Мехел ҫитсен" театр тӗпелӗ артистсене чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ.
Ҫӗршыври тӗрӗк халӑхӗсем "Эпир пурте Алтайран тухнӑ" теҫҫӗ. Ҫакна шута илсех-тӗр, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Вера Кузьмина ячӗллӗ фестиваль хӑнисенчен шӑпах вӗсене мухтавлӑ артистӑмӑра ҫитӗнтернӗ ҫӗр ҫине илсе кайрӗ. Икӗ халӑхӑн авалтан килекен ҫыхӑнӑвне тӳрех туйса илни, чунсен тӑванлӑхӗ пурне те хӑпартлантарса ячӗ, туслӑх картине тӑратса ташша кӑларчӗ.
Ентешӗсем ял ятне ҫӗршыв шайне ҫӗкленӗ артистӑн еткерне пуҫтарас енӗпе тимлесе ӗҫлеҫҫӗ. Культура ҫуртӗнче Вера Кузьминан кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштаракан музей та пур. Вырӑнти халӑх театрӗ те сцена ӑстин ячӗ янӑрасах тӑтӑр тесе тӑрӑшать. Хӑнасем Вера Кузьминична ҫинчен ӳкернӗ фильм сыпӑкӗсене кӑтартрӗҫ, вӑл пӗччен вылянӑ "Хура чӗкеҫ" спектакльти монолога вуласа пачӗҫ.
Тӑвайри культура ҫуртӗнче Алтай Республикин этноушкӑнӗ наци музыка инструменчӗсен авалхи чунне вӑратса концерт пачӗ. Карланкӑпа ӗнӗрлесе юрлакансен сассинче - ӗмӗрсен авӑрӗнчен килекен ахрӑм. "Тюрк-Кабай", "Тӗрӗксен сӑпки" тесе ят панӑ ансамбле куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Вера Кузьмина, тӗпрен илсен, хӑватлӑ чун-чӗреллӗ, синкер шӑпаллӑ Амӑшӗн ролӗсене вылянӑ. Ҫапах унӑн репертуарӗнче "Кай, кай Ивана" йышши камитсем те пулнӑ: Кӗтерук сӑнарӗ - асран тухми. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хальхинче унӑн ентешӗсем патне шухӑша яракан, паянхи куна тӗкӗр ҫинчи пек кӑтартакан камитпе килес терӗ: пирӗн артистсем "Карчӑксем качча каяҫҫӗ" ҫӗнӗ спектакль кӑтартрӗҫ.
Марина Карягина, Игорь Гаврилов