25 ҫул каялла артист ӑсталӑхне туптама пуҫланӑ ҫамрӑксем паян паллӑ сцена ӑстисем. Вӗсен ячӗсене театр тусӗсем лайӑх пӗлеҫҫӗ: Наталья Ахмед, Алевтина Семёнова, Леонид Яргейкин, Дмитрий Михайлов, Дмитрий Петров тата Николай Тарасов.
Чӗрӗк ӗмӗр хушшинче кашни вун-вун сӑнар калӑпланӑ, сахал мар спектакль хатӗрленӗ. Уяв каҫӗнче артистсем хӑйсемпе куракана ҫывӑхрах паллаштарчӗҫ.
Ача чухне артист пулма вӗсенчен пӗри те ӗмӗтленмен. Наталья Ахмеда, сӑмахран, прокурор, Николай Тарасова милиционер ӗҫӗ илӗртнӗ. Шӑпа вара 2000-мӗш ҫулта пурне те Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне илсе ҫитернӗ. Вӑл вӑхӑтра унта Ҫамрӑксен театрӗ валли хатӗрлекен артистсен пӗрремӗш ушкӑнне пуҫтарнӑ. Курса Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Вячеслав Оринов ертсе пынӑ. Концерт хуҫисем хӑйсен вӗрентекенӗсене, ӗҫтешӗсене хавхалантарса, пулӑшса пынӑшӑн тав турӗҫ. Куракан ячӗпе те ӑшӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ.
Артистсене юбилейпе республикӑри театр деятелӗсен пӗрлешӗвӗн ятӗнчен Чӑваш халӑх артисчӗ Людмила Яковлева саламларӗ. Сцена ӑстисем хальччен чылай наградӑна тивӗҫнӗ. "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ" хисеплӗ ята Дмитрий Михайлов, Дмитрий Петров, Леонид Яргейкин, Наталья Ахмед илнӗ. Алевтина Семёновӑпа Николай Тарасова Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ фестиваль-конкурсра палӑрнӑ артистсем. Ҫапах чи пахи вӑл - куракан юратӑвӗ, - теҫҫӗ вӗсем.
Екатерин Фомина