Чӑваш тӗррин музейӗнче "Куҫӑм" ятпа ҫамрӑк ӳнерҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ

Пилӗк художник пурнӑҫ юххине, вӑхӑт вӗҫӗмсӗр ылмашнине ҫӗнӗлле куҫпа кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш тӗнчекурӑмӗнче авалтан ӳкерӗнсе юлнӑ ҫулталӑк ҫаврине, пурнӑҫпа вилӗм хушшинчи кун-ҫула тӗрлӗ меслетпе сӑнарланӑ вӗсем. 

"Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать" - ҫапла ят панӑ хӑйӗн ӗҫне Дарья Степанова. Салтак юрринчи йӗркесен шухӑшӗ "Куҫӑм" ятлӑ куравра урӑх пӗлтерӗшлӗ: ку ҫулпа кайсан пурте хӑйӗн ӑраскалне тӗл пулаҫҫӗ. Ҫак ҫӑлтӑрсем канӑҫ паманнипех хӗр ҫӗлеме вӗреннӗ. Пӗр ҫын валли шухӑшласа кӑларнӑ кинотеатр та - унӑн ӗҫӗ. Дарйӑна та, ытти тӑватӑ тантӑшӗ пекех, чӑваш йӑли-йӗркин тӗлӗнтермӗш енӗсем, тумӗ, тӗрри-эрешӗ, фольклорӗ илӗртет.

Курав тӗрлӗ енлӗ: кунта керамика та, ҫуллӑ сӑрӑпа графика ӗҫӗсем те, фотоӗҫсемпе видеоарт та, тарӑн инсталляци те пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр ҫураҫуллӑн вырнаҫнӑ. Хӗрсем пурте ӳнер енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ: хӑшӗ училищӗре, хӑшӗ педагогика университетӗнче. Анастасия Зимина Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтӗнче Николай Балтаев патӗнче вӗренсе пултарулӑхне уҫнӑ, чӑваш халӑхӗн мифӗсемпе интересленсе кайнӑ. Хальччен ҫак вырӑс хӗрӗ наци музейӗн залӗсенче уҫӑлнӑ виҫӗ куравра ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑччӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене юрӑҫпа пӗрле кӑтартать.

Пилӗк ӳнерҫӗ те хулара ҫуралса ӳснӗ. Тен, ҫавӑнпах, ял ҫынни тӑван йӑла-йӗркене, юмах-халапри сӑнарсене ачаран мӗнле курма хӑнӑхнине пачах урӑх куҫпа, ҫӗнӗлле пӑхма пултараҫҫӗ вӗсем. Чи пӗлтерӗшли вӗсемшӗн - халӑх тӗнчекурӑмӗн тӗп шухӑшне чӗрӗ хальлӗн сыхласа хӑварасси.

Екатерина Волковӑна ҫамрӑксем "Кашкӑр" хушма ятпа аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл "куҫӑм" ӑнлава тӗкӗр урлӑ кӑтартас тенӗ. Кӗнеке илемлетекен пек те палӑрма ӗлкӗрнӗ Алкания Туктарова хальхинче керамика ӗҫӗсемпе, барельефсемпе тӗлӗнтерет. Ӑна аппӑшӗ те, Ксения, пулӑшса пырать. Икӗ ӳнерҫӗ ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ пӗртӑвансен стилӗ те, хайлавӗсем те расна. Пилӗк автора шӑпах ҫак ен - пӗр анлӑ темӑра кашни хӑйӗн вырӑнне тупни е шырани - ҫыхӑнтарать те.

Чӑваш чӗлхи енне туртӑнни курма килнӗ ҫамрӑксенче те палӑрать: халӑхӑн культури ҫав таранччен пуян та кӑсӑклӑ пулсан, унӑн чӗлхи те хӑйне евӗрлӗ иккенни паллах, теҫҫӗ вӗсем.

Чӑваш тӗррин музейӗнче "Куҫӑм" ятлӑ курав асамӗпе ҫу каҫа кайса паллашма пултаратӑр, вӑл  авӑн уйӑхӗчченех пырӗ.

Марина Карягина, Денис Афанасьев