Фестивале Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫав тискер ҫулсене сӑнлакан, салтаксен паттарлӑхӗ пирки каласа кӑтартакан спектакльсемпе 6 пултарулӑх ушкӑнӗ паллаштарчӗ. Тӳресемпе куракансем Чулхулари, Кироври, Ӗпхӳри, Шупашкарпа Йошкар-Олари театрсен ӗҫӗсене пахаларӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Борис Манджиев лартнӑ "Аманнӑ шӑпа" - пӗр салтак кун-ҫулӗ ҫинчен чӗрене тивмелле каласа кӑтартакан хайлавпа хутшӑнчӗ фестивале.
Спектакль сюжечӗ Алман Чувашов вӑрҫӑ ветеранӗн асилӗвӗ тӑрӑх аталанать. Пӗчченлӗхре хӑйпе хӑй калаҫакан ватӑ ветерана вӑрҫӑ вутӗнчи пӗрремӗш юратӑвӗ, чыспа тивӗҫ ыйтӑвӗсем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ, куҫӗ умне тусӗсем чӗрӗлсе тухаҫҫӗ. Жюри, ун йышӗнче ятлӑ-сумлӑ режиссёрсем, критиксем, ГИТИС вӗрентекенӗсем, "Аманнӑ шӑпа" спектакле пысӑк хак пачӗҫ. Вӑл "Чи лайӑх режиссура" номинацире ҫӗнтерчӗ. Светлана Андреева, Григорий Фёдоров, Николай Сергеев артистсем те ролӗсене ӑста калӑпланӑшӑн наградӑсене тивӗҫрӗҫ. Чӑваш академи драма театрӗн ертӳҫи Елена Николаева палӑртнӑ тӑрӑх, фестиваль - пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашмалли, ӑсталӑх пухмалли лапам. Ҫавӑнпа унта хутшӑнни кашни артистшӑн паха.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ сцена ҫине Ева Лисина калавӗ тӑрӑх Дмитрий Михайлов лартнӑ "Ҫӑкӑр чӗлли" спектакле кӑларчӗ. Ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ икӗ пӗртӑван Лисукпа Елян вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ачалӑхӗ тухса тӑчӗ куракан умне. - Чуна хумхантаракан ӗҫ, - терӗҫ ун пирки фестиваль йӗркелӳҫисем. Пысӑк хака спектакль юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗшӗн тивӗҫрӗ. Композиторӗ - Лолита Чекушкина. Тӳресен ятарлӑ парнине Лисукпа Еля сӑнарӗсене калӑплакан Алина Зайцевапа Яна Кузьмина артистсем илчӗҫ. Ҫавӑн пекех "Ҫӑкӑр чӗллине" ҫамрӑксен жюри ҫирӗплетнӗ номинацире те палӑртрӗҫ.
Фестивалӗн Гран-прине Мари ҫамрӑксен театрӗ хатӗрленӗ "Солнце над Донбассом" спектаклӗ тивӗҫрӗ.
Екатерина Фомина, Марина Карягина