Курава ҫӗршыври халӑхсен пӗрлӗхӗн тата республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Олег Николаев курава уҫнӑ май, Чӑваш Енре 120 ытла наци ҫынни килӗштерсе пурӑннине палӑртрӗ. Чӑваш халӑхӗ, унӑн пуян та хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркипе тата уявӗсемпе ытти халӑхсем хушшинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каларӗ. Ӳнерҫӗсем шӑпах хӑйсен ӗҫӗсенче авӑн ҫапнине, хӑмла татнине, вырмана тухнине, ниме йӗркеленине тата ытти ӗҫ-пуҫа сӑнланӑ.
Экспозицире чӑваш халӑхӗн кулленхи ӗҫне кӑтартса паракан ӳкерчӗксем, ҫи-пуҫпа йывӑҫран касса ӑсталанӑ япаласене курма пулать. Ҫулталӑкри уявсене сӑнлакан картинӑсем вара уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Кунта ҫӑварни, калӑм, мӑнкун, акатуй, чӳклеме, ҫимӗк тата ытти уявсене те курма пулать.
Ҫӗршыври хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн председателӗ курава йӗркелекенсене тав тунӑ май, ӗлӗкхи, ламран-лама пыракан йӑла-йӗркесене упраса хӑварни ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани памалли тӗп мелсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. "Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен" экспозици Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче авӑн уйӑхӗн 6-мӗшччен ӗҫлет.
Оксана Верликова, Святослав Петров, Степан Гурьянов








