Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче - тӗнче шайӗнчи курав

"Атӑлпа Урал хушшинче" экспозицие Раҫҫейри 29 регионти тата чикӗ леш енчи художниксем 150 ӗҫ тӑратнӑ. Пуян куравра ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнӑ картинӑсемпе те, графикӑпа скульптура хайлавӗсемпе те паллашма пулать.

Икӗ ҫулта пӗрре иртекен "Атӑлпа Урал хушшинче" курав виҫҫӗмӗш хут тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан сӑрӑ ӑстисене пӗр лапама пуҫтарчӗ. Кӑҫал ӳнерҫӗсем хӑйсен ӗҫӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пир ҫинче вӑрҫӑ темине кураканӑн чун-чӗрине тивмелле сӑнарласси ансат мар ӗнтӗ. "Ҫакна витӗмлӗ кӑтартакан ӑстасем питӗ сахал, ку пейзаж ҫырасси мар", - тет Раҫҫей художникӗсен пултарулӑх союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Геннадий Дубровин. Пётр Пупин чӑваш ӳнерҫи курава тӑватӑ ӗҫ тӑратнӑ: ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла ҫапӑҫса пуҫ хунӑ салтакӑн портречӗ тата виҫӗ композици.

Олег Ксенофонтов скульптор, тӑмпа ӗҫлекен ӑста Владимир Высоцкий вӑрҫӑ ҫинчен юрланине пысӑк хак парать, "Унӑн сасси совет салтакӗн чун-чӗрине, ун ыратӑвне витерӳллӗн уҫса парать", тет Олег Иванович. Ҫак хавхаланупа вӑл граффити меслечӗпе фаянс турилкке ӑсталанӑ. Беларуҫ, Китай, Египет, Итали художникӗсем те хайлавӗсенче хӑйсем вӑрҫа мӗнле курнине сӑнарланӑ. "Атӑлпа Урал хушшинче" проекта республикӑн культура министерстви те ырланӑ. Йӗркелӳҫӗсем кӑҫалхи ӗҫсем нихҫанхинчен вӑйлӑ тесе шутлаҫҫӗ. Куравӑн тӗллевӗ вара - тӗнче шайӗнчи ӑстасене тупса палӑртасси. 

Мускавпа Хусантан килнӗ академиксем - конкурс тӳрисем, вӗсем чи паха хайлавсен авторӗсене курав хупӑнсан пӗлтерӗҫ. Ӳнер музейӗнче экспозици пӗр уйӑх ӗҫлӗ, унпа юпа уйӑхӗн 5-мӗшчен паллашма пулать.

Марина Карягина, Наталия Егорова, Игорь Ульянов