Хӗрсемпе каччӑсем тӗрӗслев пӳлӗмне кӗме черет ҫитессе хумханса кӗтеҫҫӗ: ҫав самантран вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ малашне ӑҫталла выртасси палӑрать-ҫке-ха. Мускаври театр институтӗнче пӗлӳ илсе пултарулӑха уҫасси шӑпине сцена ӳнерӗпе ҫыхӑнтарас текенсемшӗн чӑн-чӑн телей, паллах.
Кӑҫал 8 ҫамрӑка суйласа илсе вӗренме йышӑнаҫҫӗ, килес ҫул чӑваш театрӗ валли тепӗр ултӑ вырӑн уйӑрса парӗҫ. Щукин ячӗллӗ театр институтӗнче вӗсен илемлӗх ертӳҫи Владимир Маркин пулӗ - вӑл халӗ итлевре тӗп тӳре. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче тӗллевлӗн ятарлӑ пӗлӳ илме май туса парасси республика Пуҫлӑхӗпе Чӑваш Енӗн культура министерстви пулӑшнипе пулса пырать. Ӑмӑртӑва 20 ытла ҫамрӑк килнӗ, ытларах хӗрсем. Хула ачисем чӑвашла начар пӗлнӗшӗн кулянаҫҫӗ, анчах вӗренетпӗрех тесе сӑмах параҫҫӗ. Ялтан килнисен чӗлхи - чӗкеҫ чӗвӗлтетӗвӗ пек: итлесе тӑранма ҫук.
Вӗренме кӗрес текенсен вырӑс литературипе пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ тытса килмелле. Абитуриентсем, тӗпрен илсен, 17-18 ҫулта, аслӑраххисем те пур, вӗсем пӗр-пӗр колледж пӗтерсе ӗлкӗрнӗ. Тӑвай тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Михайлова, сӑмахран, музыка училищинче вӗренет.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пултаруллӑ ҫамрӑксене тупас тӗллевпе пӗлтӗрех ялсене ҫитсе итлевсем ирттернӗччӗ. Ун чухне суйласа илнисемпе театр артисчӗсемпе режиссёрӗсем ҫулталӑк хушши ҫыхӑну тытнӑ, маҫтӑрлӑх сехечӗсем йӗркеленӗ.
Анастасия Азанова - Чӗмпӗрте ҫуралса ӳснӗ чӑваш хӗрӗ. Вӑл пӗчӗкрен артист пулма ӗмӗтленнӗ, 13 ҫултан мюзиклта вылянӑ. "Куракансем савӑнса алӑ ҫупни - чун-черене ярса илекен хӑват, ҫав туйӑм мӗнне пӗлсен унран вӗҫерӗнме йывӑр, ҫавӑнпа-тӑр ача чухнехи илӗртӳллӗ ӗмӗт сӗвӗрӗлмерӗ", - тет вӑл. Шупашкара пике ашшӗпе килнӗ.
Суйласа илнӗ 8 телейлӗ ҫамрӑка тепӗр пултарулӑх тӗрӗслевӗ кӗтет, вӑл Мускавра пулӗ.
Марина Карягина, Виктор Степанов