Чӑваш наци музейӗнче «Манӑн Дагестан» курав уҫӑлчӗ

Наци тумӗсемпе, кайтаг тӗррипе, кил таврашӗнче усӑ куракан япаласемпе, живопиҫ тата графика ӗҫӗсемпе паллаштаракан экспозицие Дагестан Республикин А.Тахо-Годи ячĕллĕ наци музейӗнчен илсе килнĕ. Чăваш Енре вăл пĕрремĕш хут. 

Икӗ ҫул каялла Чӑваш наци музейӗпе Дагестанри наци музейӗ пӗрле ӗҫлес пирки килӗшӳ тунӑ. Ку курав туслӑха ҫирӗплетес енӗпе пӗрремӗш утӑм пулчӗ. Малашлӑхра пирӗн республика та вӗсем патне куравпа ҫитме палӑртать. Ҫакӑ икӗ региона пӗр-пӗрин культурипе ытларах ҫынна паллаштарма пулӑшӗ. 

Икӗ республикӑна пӗрлештерекенни сахал мар. Дагестан халӑхӗн ывӑлӗ Муса Манаров лётчик-космонавт ачалӑхне Чӑваш Енре ирттернӗ. Пирӗн паллӑ ентешсем Андриян Николаевпа Петӗр Хусанкай Расул Гамзатов поэтпа туслӑ пулнӑ. Икӗ республикӑра та тӗрӗ ӳнерне кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫакна курава килнӗ ҫынсем те палӑртрӗҫ. 

Кӑсӑклӑ экспозиципе паллашас текенсене Чӑваш наци музейӗнче юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗччен кӗтеҫҫӗ. 

 Оксана Верликова, Алексей Енейкин, Виктор Степанов.