Чӑваш наци музейӗнче "Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ сӑмах" куҫса ҫӳрекен курав уҫӑлчӗ

На Ярославльти музей-заповедникрен илсе килнӗ. Экспозиципе ҫӗршыв тӑрӑх 2010-мӗш ҫултанпа паллаштарса ҫӳреҫҫӗ. 

"Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ сӑмах" произведени 12-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче кун ҫурти курнӑ. Унӑн авторӗ паллӑ мар. Ӑна темиҫе хут та ҫырса тӳрлетнӗ. Пирӗн вӑхӑта вара 16-мӗш ӗмӗрти ӗҫ ҫитнӗ. Ӑна Ярославльти Спасо-Преображенски мӑнастирте Алексей Мусин-Пушкин коллекционер тупнӑ. 

"Игорь полкӗ ҫинчен хунӑ сӑмах" чи анлӑ сарӑлнӑ произведенисенчен пӗри. Ӑна 200 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Чӑвашла вӑл 1939-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ. Куҫару авторӗсем - Илле Тукташпа Иван Ивник. Тепӗр хут ӑна 1985-мӗш ҫулта Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер куҫарнӑ. Вӑл уява пухӑннисене поэма сыпӑкӗпе паллаштарчӗ. 

Ярославльти музей-заповедникре ку экспозицине йӗркелес ӗҫе 1985-мӗш ҫулта Дмитрий Лихачев академик пуҫарнӑ. Паянхи куна вӑл литература палӑкне халалланӑ пӗртен пӗр музей шутланать. Нумай пулмасть Чӑваш наци тата Ярославльти музейсем килӗшӳ тунӑ. Ҫавна май вӗсем патӗнче "Кӗмӗл тумлӑ халӑх" курав уҫӑлнӑ. 

Ку повесть пирки ыйту пӗрлехи патшалӑх экзаменӗнче те пур. Ҫавна май ку курав шкул ачисешӗн кӑсӑклӑ та усӑллӑ пулмалла. Паллах, ҫитӗннисем те хӑйсене валли ҫӗнни тупаҫҫех. 

Экспозиципе паллашас текенсене Чӑваш наци музейӗнче ҫу уйӑхӗн 24-мӗшчен кӗтеҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Денис Афанасьев