Чӑваш наци музейӗ Петров вулавӗсене ҫӗршыври Потанин фончӗн грант программисен ҫӗнтерӳҫисене йыхравланӑ

25-мӗш хут иртнӗ форумра тӗрлӗ регионти музей ӗҫченӗсем культура учрежденийӗсене пырса тивекен ыйтусене хускатрӗҫ. Докладпа тухса калаҫакансен йышӗнче кӑҫал Эрмитажпа Третьяков галерейин специалисчӗсем те пулчӗҫ. 

2 куна тӑсӑлнӑ конференцие хальхинче Наци музейӗн 105 ҫулне халалларӗҫ. Петров вулавӗсене йӗркелекен учрежденин те ӗҫтешӗсене каласа кӑтартмалли сахал мар. Сӑмай май, халӗ кунта Потанин Фончӗ тата "Прокопий" фонд пулӑшнипе Чӑваш Енӗн иртнӗ 100 ҫулти  ӳсен- тӑран тӗнчине тӗпчессипе грант проектне пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӑсчахсен экспедицийӗсем хыҫҫӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен пуххине хатӗрлесе кӑлармалла. Куславккари Лобачевский музейӗ те кӑсӑклӑ учреждени. Нумай пулмасть ӑна тӗпрен юсанӑ. Ӗҫлессе те хальхилле ӗҫлеҫҫӗ. Ӑсчах пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартни кӑна мар, математикӑпа интерактивлӑ меслетсемпе паллаштарни те. Сӑмах май, иртнӗ 6 ҫулта Чӑваш Енри 6 музея тӗпрен ҫӗнетме май килнӗ. 2 ҫӗнӗ музей уҫӑлнӑ. Шуршӑлта та калӑпӑшлӑ ӗҫ пырать. Цифровизици ыйтӑвӗ паян малтисен йышӗнче.

Эрмитажран килнӗ специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, регионта тивӗҫлӗ кадрсем, техника ҫитменни палӑрать. Ҫавӑнпа  мӗн-пур культура учрежденийӗн пӗрлехи информаци управӑшне йӗркелеме сӗнеҫҫӗ.

Форумра 30 яхӑн музейри специалистсем пухӑннӑ. Ҫак тытӑмри проектсемпе епле ӗҫлессине, культура эткерлӗхӗн объекчӗсене сыхласа хӑварассинчи хальхи меслетсене сӳтсе яврӗҫ. Опытпа улшӑнсах тӑни - тӗрӗс те пӗлтерӗшлӗ. Малашне аталанура та хавхалану кӳрет. 

Алиса Александрова, Святослав Петров