Ҫак ачасем нумай пулмасть Китайран, халӑхсем хушшинчи "Ылтӑн лапам" фестивальтен таврӑннӑ. Унта курни-илтнине халӗ тус-тантӑшӗсене, тӑванӗсене каласа кӑтартаҫҫӗ. Аякри ҫӗршывра вӗсем эрне ытла пулнӑ. Аслӑ сцена ҫинче вӗсем чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартнӑ, ҫи-пуҫпа, вӑйӑсемпе паллаштарнӑ.
Тӗнчери тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкне пӗрлештерекен уява патӑрьелсем кӑҫалхипе 2-мӗш хут хутшӑннӑ. Пӗлтӗр вӗсем Абхазире пуҫтарӑннӑ. Кӑҫал вара фестиваль Китайри Бэйдайхэ хулинче иртнӗ. Унта Раҫҫейрен кӑна 75 ушкӑн пулнӑ. Вӑл шутра 30 ытла чӑваш.
Ачасем уявра хутшӑннисӗр пуҫне тӗрлӗрен куравра пулнӑ, Китай тӗп хулипе - Пекинпа паллашнӑ.
Аякри ҫӗршывран хавхаланса килнӗ ачасем халӗ тата та ытларах тӑрӑшса вӗренме, тӑван культурӑна ӑша хывса ӳсме шантараҫҫӗ. Ҫитес фестивальсене хатӗрленсе ытти ҫӗршыва та ҫитсе курма ӗмӗтленеҫҫӗ. Хальлӗхе вара пурне те китайла сывлӑх сунаҫҫӗ.
Алексей Енейкин