Вӑйӑ урлӑ ачасем хӑйсем тӑван ҫӗре, пирӗн тӑрӑхри ҫут ҫанталӑк мӗнпе пуяннине, чӑваш культурипе йӑли-йӗркине, республикӑран тухнӑ паллӑ ҫынсене еплерех пӗлнине тӗрӗслеме пултарӗҫ. Хӑтлава та хамӑр халӑх юрри-ташшинчен пуҫларӗҫ.
Проекта Шупашкарти 10 пӗлӳ учрежденийӗ хутшӑнать. Ҫак шкулсенче ӑс пухакан 5-мӗш класс ачисем ҫак таранччен мӗн вӗреннине аса илӗҫ, ыйтусене хуравлӗҫ. Хальлӗхе сӗтел ҫи вӑййин йӗркисемпе аслисем паллашрӗҫ. Ӑна хатӗрлекенсен ӗҫне хакларӗҫ.
Вӑйӑ лаптӑкӗ 60 тваткалтан тӑрать. Чи малтанах куҫ тӗлне кашни тӑрӑха палӑртнӑ Чӑваш Ен картти тухать. Ун тӑрӑх ачасем чӑвашла тумлантарнӑ пӗчӗк пуканесем пулӑшнипе ҫул ҫӳреме пултараҫҫӗ. Вӑййа харӑсах 6-ӑн хутшӑнаяҫҫӗ. Старта тухнӑ вӑйӑҫсем черетпе кубик пӑрахаҫҫӗ. Вӑл лекнӗ тваткал тӗсне кура карточкӑри ыйтусене хуравлаҫҫӗ. Хӗрли тӗлне пулсан юмах-халапа аса илмелле пулӗ, сарри ҫинче - Чӑваш Ен историне.
Шурри, сӑмахран, пирӗн тӑрӑхри паллӑ ҫынсем пирки пуҫ ватма хистет, кӑвакки - чӑваш халӑх пултарулӑхӗ пирки. Кӑткӑслӑхне кура 1, 2, 3 хӗвеллӗ карточкӑсем пур. Шкул директорӗсен канашлуҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, сехет ҫурӑ таран вӑхӑт кирлӗ пулӗ вылякансене. Проекта кӗртнӗ ыйту хуравӗсене шӑпах 5-мӗш класа ҫитнӗ тӗле вӗрентеҫҫӗ те шкулта.
Тӑван халӑх тӗрри тӑрӑх хуҫи ҫинчен мӗн пӗлме пулать? Ӗлӗк пирӗн несӗлсем Турӑсемпе ытти вӑйсене мӗнле чӗрчунсене парнелӗх кӳнӗ? Пӗрремӗш чӑваш театрне йӗркелекенӗ кам? Вӗрентекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ыйтӑвӗсем йывӑрах мар. Шупашкарти шкул ачисем сӗтел ҫи вӑййипе нарӑс уйӑхӗнче паллашӗҫ.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов