Черетсӗр пухӑвӑн кун йӗркинче - малтанхи Устава улшӑнусем кӗртсе йышӑнасси, ертӳҫӗ суйласси, правлени пайташӗсене палӑртса сасӑласси. Ку ӗнтӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче ырӑ ылмашӑнусем пулнипе ҫыхӑннӑ.
Совет Союзӗ саланса кайнӑ хыҫҫӑн ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр юлнӑччӗ. Хӑй тӗллӗн тытӑнса тӑнӑ союзсем пур ҫӗрте те пайланса кайса темиҫе пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Пирӗн республикӑра паянхи кун писательсен икӗ союзӗ: вӗсене Сергей Павловпа Юхма Мишши Чӑваш халӑх писателӗсем ертсе пыраҫҫӗ.
Союз умне лартнӑ тӗп тӗллев пурнӑҫа кӗрсен малашне ҫыравҫӑсене тухӑҫлӑ ӗҫлеме майсем туса парасси мала тухӗ. Хальччен тӳлевсӗр ӗҫленӗ ертӳҫӗпе унӑн ҫумӗсене, правлени пайташӗсемпе пултарулӑх секцийӗсен ертӳҫисене тӳлес ыйту та татӑлма кирлӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра писательсен ҫуртне, ытти пурлӑха тавӑрса парасса та, кӗнекесемшӗн тивӗҫлӗ гонорар пуласса та шанаҫҫӗ.
Пухура кун йӗркинчи мӗнпур ыйтӑва сӳтсе явса пӗр саслӑн татса пачӗҫ. Тепӗр хут суйланнӑ председатель, халӗ ӗнтӗ Пӗтӗм Раҫҫей писателӗсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Павлов, Республика Пуҫлӑхӗ патне тӗплӗ ҫыру ҫырса писательсем мӗн кӗтнине ыйтасшӑн.
Истори пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑван литературӑна аталану ҫулӗ ҫине кӑларасса шанас килет. Ҫыраканпа вулакан яланах ҫыхӑнура, апла пурне те ҫӗнӗ варкӑш этемлӗхе ҫӗклекен ырри, ҫутти, таси патне тавӑртӑрччӗ.
Марина Карягина, Вадим Владимиров