Шел пулни те, паян ҫамрӑксем хушшинче халӑх юррипе кӑсӑкланакан сахал, теҫҫӗ фестивале йӗркелекенсем. Авалхи кӗвӗсен ят-сумне чӗртсе тӑратас тесе уява ирттереҫҫӗ те шӑпах. Юрӑҫсем хальхилле илемлетнӗ юрӑсене шӑрантараҫҫӗ. Пурте пӗлекен хайлавсем ҫӗнӗлле янӑраҫҫӗ.
Уявра вырӑс, тутар тата пушкӑрт халӑх юррисем пулчӗҫ. Фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ регионтан ҫитнӗ. Вӗсем сцена ҫине наци ҫи-пуҫӗпе тухрӗҫ, хӑйсен йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Пӗтӗмпех ҫамрӑксен чунне тивекен шая ҫитерме тӑрӑшрӗҫ.
Уяв программине анлӑлатса йӗркелӳҫӗсем паллӑ этнодизайнерсене, ал ӗҫ ӑстисене чӗннӗ. Наци апат-ҫимӗҫне те тутанса пӑхма пултарчӗҫ хӑнасем. Чӑвашсен йӑли-йӗркине уйрӑмах анлӑн кӑтартрӗҫ. Вӗсене упрассинче фольклор ушкӑнӗсен тӳпи пысӑк.
"Ясна музыка" фестиваль республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче иртрӗ. Халӑх пултарулӑхне Сӗнтӗрвӗрринче тата тӗп хулара пурӑнакансем хаклама пултарчӗҫ. Финал вара Шупашкар тӑрӑхӗнчи "Ясна" этнокомплексра иртрӗ. Кӑҫалхипе уяв 5-мӗш хут кӗрлерӗ. Вӑл халӑх юрри-кӗвви ҫӗнӗлле янрама пултарнине ҫирӗплетрӗ.
Вероника Павлова, Святослав Петров








