Чӑваш чӗлхине упрасси тата сарасси

Тӑван чӗлхепе культурӑна упраса хӑварассинче массӑллӑ хыпарлав хатӗрӗсен тӳпи калама ҫук пысӑк. Кун пирки Обществӑлла палата пайташӗсем журналистсемпе пӗрле йӗркеленӗ ҫавра сӗтел тавра калаҫрӗҫ.

Тӑван чӗлхемӗр халӗ хулара ҫеҫ мар, ялсенче те хавшаса пыни палӑрать. Ҫавна май ӑна аталантарас ыйту та ҫулран-ҫул ҫивӗчленсех пырать. Лару-тӑру кӑткӑслӑхне патшалӑх шайӗнче те лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫакна шута илсе Обществӑлла палата пайташӗсем телекуравпа хаҫат-журнал редакцийӗсен хастарӗсемпе тӗл пулчӗҫ. Калаҫӑвӑн тӗп шухӑшӗ культурӑпа йӑла-йӗрке аталанӑвӗ тавра пулчӗ. Ҫак ӗҫре вара хыпарлав хатӗрӗсен тивӗҫне палӑртмасӑр май ҫук.

Пирӗн телерадиокомпани хатӗрлесе пыракан видеосюжетсемпе репортажсем те, ҫавӑн пекех тӗрлӗрен передачӑпа фильмсем тӑтӑшах халӑха хамӑр халӑхӑн пуян чӗлхипе культурине хаклама, ӑна упраса пурӑнма вӗрентеҫҫӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре пичет кӑларӑмӗсен тӳпи те вышкайсӑр темелле. Хальхи вӑхӑтра республикӑра тӑван чӗлхепе 45 тӗрлӗ хаҫат-журнал тухса тӑрать. Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 70 пинрен те иртнӗ. Ку кӑтартупа Чӑваш Ен ҫӗршыври малта пыракан 3 регион йышне кӗрет. Ҫавах та, ҫивӗч ыйтусем ҫук мар.

Ҫак йывӑрлӑхсене шута илсе хыпарлав тытӑмӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗрен социаллӑ тытӑмра хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ. Кашни издани интернет тетӗлӗнче вулакансен йышне ӳстерсе пырать. Кунта блогерсене те палӑртмалла. Ҫитӗнекен арӑва тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентессинче вӗсен тӳпи те пысӑк.

Тӑван чӗлхепе хатӗрленӗ хыпар-тавраш, кӗске видеосемпе фильмсем халӑх чунне яланах ҫывӑх. Ҫак эткерлӗх саманчӗсене халӗ кулленхи пурнӑҫра анлӑрах сарас тӗлӗшпе май пур таран пурин те тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ пухура. Чӗлхепе культурӑна аталантарас тесен ҫитӗнекен ӑру валли хӑйне евӗр ятарлӑ хутлӑх кирлӗ.

Обществӑлла палата пайташӗсем тӑван чӗлхене мала хуракан редакцисене патшалӑх енчен пулӑшу парса пырассине ытларах тимлӗх тумаллине палӑртрӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах кӳршӗллӗ Тутар Республикинчен те тӗслӗх илме юрать. Унта наци чӗлхипе тухакан хӑш-пӗр хаҫат-журнала уйрӑм ҫынсем тӗрев парса пыраҫҫӗ. Пирӗн те ку енпе паянах тухӑҫлӑ ӗҫлеме тытӑнмасан ыран кая юлма пултаратпӑр.

Алексей Енейкин