Патӗнчен пӑхсан люстра татах ытларах тыткӑнлать. Унӑн ҫӳллӗшӗ 2 метр ҫур ытла, сарлакӑшӗ - 6. Кунта 400 лампӑчка. Хрусталь шӑрҫасен шучӗ темиҫе пин. Хӑй вӑхӑтӗнче люстрӑна музыка училищин студенчӗсем пуҫтарнӑ. 50 ҫул вӑл куракансене хӑйӗн илемӗпе савӑнтарать. Люстрӑна ҫуса тасатни кӗҫех сезон уҫӑлассине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне театрти кашни кӗтесе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Чи кӑсӑкли, хальхинче 66-мӗш пултарулӑх тапхӑрне икӗ хут уҫаҫҫӗ темелле. Пӗрремӗшӗ, авӑн уйӑхӗн 7- мӗшӗнче Мускаври "Ҫӗнӗ опера" театрта. Унта Андрей Петровӑн "Мы хотим танцевать" музыкӑллӑ камитне кӑтартаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вара уяв Шупашкарти сцена ҫинче пулать. Сезон уҫӑличчен, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вара "Чӑваш Енри хаваслӑ кунсем" проектпа килӗшӳллӗн Никита Михалков хӑйӗн ушкӑнӗпе "12" ятлӑ спектакльпе килет.
Диана Иванова, Вадим Владимиров