Апаш ятне илнӗскер пирӗн республикӑна тӗнче шайне ҫити ҫӗкленӗ. Нумай пулмасть ялти культура ҫуртӗнче музей кӗтесӗ уҫӑлчӗ, "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
Ҫак культура географийӗ анлӑ. Анчах та чи малтан ӑна чӑваш тата мари ҫӗрӗсенче тӗпчеме пуҫланӑ. 2003-мӗш ҫултанпа ҫулленех "Апаш вулавӗсем" иртеҫҫӗ. Ун чухне пуҫарнӑ Пӗтӗм тӗнчери наукӑпа практика конференцине пирӗн региона Америкӑран, Венгрирен, Финляндирен хӑнасем килсе ҫитнӗ. Раҫҫейри паллӑ археологсене те бронза тапхӑрӗнчи пулӑмсем кӑсӑклантарнӑ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, бронза ӗмӗр культури иран чӗлхе ушкӑнӗнчи халӑхсемпе ҫывӑх. Ҫав вӑхӑта тӗпчекен археологсем ҫӗршывра сахал пулнӑран ӗҫсем 20 ҫул таран вырӑнтан тапранман. Анчах ҫавра сӗтеле пухӑннисем ҫак ӗҫе тӑсмаллах тесе палӑртаҫҫӗ. Республикӑри ӑсчахсем, таврапӗлӳҫӗсем, администрацири, шкулти специалистсем, ял халӑхӗ тӗл пулура шӑпах ҫак ыйту тавра калаҫрӗҫ. Чӑваш Наци музейӗн ӗҫченӗсем Апаш культурипе ҫыхӑннӑ фондри пурлӑх пирки каласа кӑтартрӗҫ. Экспозицие хатӗрлеме те республикӑри тӗп музей пулӑшнӑ. Вӑл уҫӑлнӑ кун пирвайхи утӑмсене епле тунине аса илчӗҫ.
Апашсем музей кӗтесӗ уҫӑлнӑ кунхи пекех хӑнасемпе тулли пуласса шанаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Николай Семенов