Сӑввисен айне "Мӑрчак Кули" тесе алӑ пусакан Николай Мордяков - тӗнче ҫине ҫӗр ӗҫченӗн куҫӗпе юратуллӑн тӗлӗнсе пӑхакан сӑвӑҫ. Вӑл вӑхӑт юхӑмӗнчи пӗр хӑйне евӗр сасса та илтмесӗр хӑвармасть тейӗн, пурнӑҫ кӗшӗлтетӗвӗнчи кашни хусканӑва асӑрхаса вӗсенче пӗлтерӗш шырать, ҫавӑнпа-тӑр унӑн хайлавӗсем тепӗр чухне пач кӗтмен танлаштарупа, вырӑнлӑ сӑнарлӑхпа илӗртеҫҫӗ. Каҫал Ен сӑвӑҫин пирвайхи хайлавӗсем чӗрӗк ӗмӗр каяллах палӑрнӑ. Ӑна ытларах яппун поэзийӗ хавхалантарни сисӗнет.
"Юр ҫийӗн кӑвар" кӗнеке кайӑк-кӗшӗк чӗлхипе калаҫать теме пулать: виҫйӗркелӗхсенче 100-е яхӑн вӗҫенкайӑка сӑнласа кӑтартнӑ. Паллах, вӗсем ҫунатлӑ туссен юррине евӗрлени мар - этем пурнӑҫӗн философийӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче малтан Шупашкарти медицина, каярах Хусанти ӳнерпе строительство училищисенчен вӗренсе тухнӑ Николай Мордяков ача чухнех поэзи енне туртӑннӑ. Пиҫсе ҫитнӗ пӗрремӗш сӑввисем Патӑрьел районӗн "Авангард" хаҫатӗнче, унтан "Тӑван Атӑл", "Ялав", "Самант" журналсенче кун ҫути курнӑ.
Ҫапах вӑл ачаран ӳнерҫӗ пулма ӗмӗтленнӗ иккен. Ӳкерчӗкӗсене Шупашкарти, Мускаври хаҫат-журнала ярса панӑ арҫын ача. 90-мӗш ҫулсенче ӳнер ӗҫӗпе ҫеҫ пурӑнма май пулман, Мӑрчак Кули пурпӗрех кӑранташне алран яман, тӗрлӗ поэтӑн кӗнекисене хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Ӑна сахал йӗрпе нумай калама пултарни уйӑрса тӑрать.
Кӗске сӑмахпа витӗмлӗ калама хӑнӑхтаракан сӑвӑ виҫи вулакансене тыткӑнлать, кашни саманта пысӑккӑн курса хаклама хистет. Кайӑк-кӗшӗк юрринче авалтан хӑйӗн чунӗн сассине илтнӗ чӑваша, унӑн ытарлӑ сӑмахлӑхне ҫывӑх яппун меслечӗ пирӗншӗн пачах та ют мар.
"Хайкку - ансат меслет, виҫӗ йӗрке кирек кам та ҫырма пултарать" тет кӗнеке авторӗ сӑвӑҫ пулма ӗмӗтленекенсене илӗртсе. Пурнӑҫа сӑнама пӗлекен ҫивӗч куҫлӑ ҫамрӑксем унӑн тӗслӗхӗпе темиҫе ҫавра ҫырса интернета кӑларма та ӗлкӗрнӗ.
Марина Карягина, Святослав Петров