Александр Осипов тележурналист паян 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать 

Музыковед, чылай ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Паян Александр Осипов тележурналист 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче 30 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ ӗҫтешпе ҫавраҫул умӗн пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тӗл пулчӗ. 

Канаш тӑрӑхӗнчи Юмансар ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер пурнӑҫ тӑршшӗпех юратакан музыка инструментне пӗрремӗш хут курнине хальхи пек астӑвать. Ун чухне арҫын ача сӗт сутма хулана ҫӳренӗ тӑванне пӗрле илсе кайма ӳкӗте кӗртнӗ. Пӗр хваттере кӗрсен куҫӗ тӗлне тӳрех тӗлӗнмелле хатӗр пулнӑ. 

Александр ача чухне Осиповсем пӗр хушӑ ҫемйипех Ҫӗпӗрте пурӑннӑ. Ҫӗнӗ вырӑна часах хӑнӑхайманнипе час-час чирленӗ ывӑлне санаторие сипленме янӑ. Ытти ачасемпе пӗрле Александр Осипов та сиплев учрежденийӗнчи музыка урокӗсене ҫӳренӗ. Унти Галина Мясникова музыканта тимлесе итленӗ. 

Нижневартовска куҫсан паянхи кун та ҫыхӑну тытакан вӗрентекенӗ патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ Александр Осипов. Вӑл вӑхӑт тӗлне самай аслӑ пулнӑран 7-8 ҫул пӗлӳ илес вырӑнне музыка шкулне 2 ҫул ҫурӑрах пӗтернӗ. 

1-мӗш курсранах фольклор экспедицисене тухса чӑваш халӑх юррисене ҫырса илсе ҫӳренӗ, тӑван Канаш тӑрӑхӗнче кӑна 200-е яхӑн хайлав ҫырса илнӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ҫак тӗпчев ӗҫне малалла тӑснӑ. Тӗрлӗ тӑрӑхри хӗр йӗррине, туй йӑлисене шыранӑ, ҫырса илнӗ, тишкернӗ. Ҫапла экспедицисенче ҫӳресе пухнипе "Чувашская свадьба" монографийӗнче те паллаштарнӑ. Ҫӗршывӗпе кӑна мар, тӗнче касса та сахал мар ҫӳренӗ музыкант. 2009-мӗш ҫулта "Осипов-трио" ансамбль йӗркелесе конкурса хутшӑннӑ, круиз карапӗпе 14 ҫӗршыва ҫитнӗ. 

30 ҫула яхӑн телекуравра ӗҫлесе Александр Осипов ӳкернӗ фильмсем ҫӗршыв, тӗнче шайӗнчи фестивальсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ӗҫпе Андриян Николаевпа, Валентина Терешковапа, Эдита Пьехапа тӗл пулса калаҫнӑ. Ухсай Яккӑвӗ, Петӗр Хусанкай, Вера Кузьмина, чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ ытти ҫын ҫинчен программӑсем хатӗрленӗ. Халӑх ҫав тери кӑмӑлласа йышӑннӑ "Телеюрӑ" шоу пирки халӗ те ӑшшӑн аса илет пирӗн ӗҫтеш.

Юлашки ҫулсенче Александр Аркадьевича куракансем ҫанталӑкпа паллаштаракан пек пӗлсе ҫитрӗҫ. Автор ӑна ваттисен сӑмахӗсемпе, тӗрлӗ каларӑшпа пуянлатни уйрӑмах килӗшет халӑха. "Сирӗн сасса илтсенех алла ручкӑпа хут тытса мӗн каланине ҫырса юлма васкатӑп", - текенсем те пур Александр Осипова урамра тӗл пулсан. Хушӑран эфира тухмасан ҫухатса редакцие шӑнкӑравлакан та чылай. Халӗ, сӑмах май, ӗҫтешӗмӗр тивӗҫлӗ канура. Анчах та ҫаплипех ырми-канми ӗҫре. 

Александр Аркадьевича эпир малашне те пултарулӑхра иксӗлми хавхалану, палӑртнӑ тӗллевсем патне ҫитме тата ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.

Алиса Александрова, Виктор Степанов