Конкурса Тӑван Ҫӗршыв хӳтелевҫин ҫулталӑкне тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Ку вӑл ахаль тупӑшу мар - пултаруллӑ яш-кӗреме тупса палӑртма пулӑшакан хӑйнеевӗрлӗ проект. Унта 200 ытла заявка килнӗ. Ачасем патриотла юрӑсене вырӑсла тата чӑвашла шӑрантарса видео ӳкерсе ярса панӑ. Тӳресем фианал валли чи лайӑх 20 юрӑҫпа ушкӑна суйласа илнӗ. Ачасен ӑсталӑхне Раҫҫей халӑх артисчӗсем, сумлӑ конкурс лауреачӗсем, культура ӗҫченӗсем хакланӑ.
Филармони сцени ҫине малтанах пӗччен юрлакансем тухрӗҫ. Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Илья Павлов хӑй ҫырнӑ "Атӑл" юрра шӑрантарчӗ. Пултаруллӑ каччӑ республикӑри тата Раҫҫейри конкурссенче пӗрре мар палӑрнӑ.
"Пӗчӗк ушкӑн" номинацири финалистсем те савӑнтарчӗҫ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи "Тайна" ансамбле ҫӳрекенсем темиҫе сасӑпа шӑрантараҫҫӗ. 20 ҫул ытла ушкӑна Галина Никонова педагог ертсе пырать.
Тӑвай тӑрӑхӗнчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнчен финала тепӗр пултаруллӑ ушкӑн тухнӑ. "Веселые нотки" ансамбльти ҫамрӑксем юрлама та, ташлама та ӑста. Репертуарта 30 яхӑн чӑвашла тата вырӑсла хайлав.
Финалистсене ҫавӑн пекех хор номинацире хакларӗҫ. Рояль, скрипка, халӑх инструменчӗсем ертсе пынипе юрлакансен сассисем шыв юххи пек пӗр тикӗссӗн, илемлӗ шӑранчӗҫ.
Кашни номер хӑйнеевӗрлӗ, чуна пырса тивекен. Тӳресем каланӑ тӑрӑх, вӗсене чи лайӑххисене суйлама йывӑр пулчӗ пулин те, ҫапах та кашни номинацире 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсене йышӑннисене палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑшӗ-пӗрне ятарлӑ парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Ҫакӑ ачасене пултарулӑх ҫулне уҫма пулӑшӗ, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Диана Иванова, Святослав Петров, Игорь Ульянов