Ырлӑх ҫитессе нумай кӗтмелли юлмарӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтересси - тӗп ыйтусенчен пӗри. Ку темӑна ҫак кунсенче Республика Пуҫлӑхӗ икӗ округра ӗҫлӗ ҫӳревпе пулнӑ май хускатрӗҫ. Ӑҫта тата мӗнле ырӑ улшӑнусем пулмалла? Оксана Верликова каласа кӑтартать. 

Ҫитес ҫул Патӑрьелӗн хӗвелтухӑҫ пайӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. 2027-мӗш ҫулта вара Шӑнкӑртам ялне те ку ырлӑх ҫитмелле. Ҫак ыйту пӗрлехи шыв комплексне хута ярсан татӑлмалла. Ӑна "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Паянхи куна Патӑрьел тӑрӑхӗнче шыв пӑрӑхӗсем хурас ӗҫ пырать. Вӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 120 ҫухрӑм. Шӑмӑршӑ округӗнче вара шыв илекен тата тасатса кӑларакан тытӑмсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ. 

Хӗрлӗ Чутайра та шывпа тивӗҫтермелли тытӑма реконструкцилеҫҫӗ. Паянхи куна проектпа килӗшӳллӗн 10 ҫухрӑм пӑрӑхсенчен 8 ҫухрӑмне ҫӗнетнӗ, шыв упрамалли 2 резервуар туса лартнӑ, насус станцине хӑпартаҫҫӗ. Объектри ӗҫсене пӗлтӗр пикеннӗ. Килӗшӳ тӑрӑх, шыв станцине ҫитес ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Ҫавӑн пекех Туктамӑш ялӗнче 14 ҫухрӑм шыв пӑрӑхӗ улӑштарнӑ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗнтӗкҫырми ялӗнче те кӗҫех шыв станцийӗ тума пуҫламалла. Республика Пуҫлӑхӗн сӑмахӗпе, Чӑваш Енӗн 2030-мӗш ҫулчченхи аталану программипе килӗшӳллӗн, 40 пин ытла ҫынна таса шывпа тивӗҫтермелле. 

Оксана Верликова, Святослав Петров