Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ бульварӗ тата Максимов урамӗнчи аллея тахҫанах юсав ыйтнӑ. Тротуарсемпе ҫулсем самай шӑтӑк-путӑкланма ӗлкӗрнӗ. Ҫутӑ хунарӗсем ҫителӗксӗр пулнӑран е пачах ӗҫлеменрен тавралӑх каҫсерен тӗттӗмре пулнӑ. Ӗҫсем хальлӗхе вӗҫленмен пулин те иртен-ҫӳрен ырӑ улшӑнусене туйма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем халӗ нумаях пулмасть сарнӑ яка асфальтпа утаҫҫӗ. Бульвар тӑршшӗпе вара ларса канмалли саксем вырнаҫтарнӑ. Кашнин ҫумӗнче чечек вазонӗсем. 2 ҫухрӑм тӑршшӗ лаптӑкра пурӗ 6 кану вырӑнӗ йӗркеленӗ. Ҫӳп-ҫап пӑрахмалли урнӑсем пирки те манман.
Строительсем юсав ҫӑмӑл пулманнине пытармарӗҫ. Ҫакӑ ҫулсем хӗресленнӗ вырӑн йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра урамсемпе тротуарсене тасатӗҫ, йывӑҫ-тӗм лартӗҫ. Ҫутӑ тытӑмне йӗркене кӗртсе ҫитерӗҫ. Ҫакӑн валли тепӗр эрне пур.
Уҫӑлса ҫӳренипе пӗрлех хула ҫыннисем малашне сывлӑхне ҫирӗплетме пултарӗҫ. Ҫакӑн валли кунта хӑтлӑ спорт лаптӑкӗ пур. Вӑл тренажерсемпе тата тӗрлӗ вӑйӑ комплексӗсемпе пуян. Яка ҫул ҫавӑн пекех ача-пӑчана самокатпа е велосипедпа ярӑнма май парать. Максимов урамӗнчи аллея та халӗ хулара пурӑнакансене савӑнтарать. Ырӑ улшӑну тӳрех куҫа курӑнать. Унчченхи асфальт вырӑнне тротуар плитки сарнӑ.
"Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗп хулара кӑҫал 34 обществӑлла лаптӑкра ырӑ улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Вӗсенчен 25 объекчӗ - иртнӗ ҫулхи сасӑлавӑн ҫӗнтерӳҫисем. Чылайӑшӗнче тирпей-илем кӗртес ӗҫе вӗҫленӗ те ӗнтӗ.
Леонид Петров, Наталия Егорова, Виктор Степанов