Ытти ӗҫ те сахал мар. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче нумай улшӑну пулса иртмелле. Вӑл шутра кӑнтӑр енчи районсене таса шывпа тивӗҫтересси. Шупашкар хулинчи шыв илсе тӑрассипе ҫыхӑннӑ объектсене те ҫӗнетме пуҫламалла. "Водоканал" предприятипе пӗрле пурнӑҫланакан пысӑк проекта 3 ҫулта вӗҫлемелле. Ҫакна валли 2 миллиард та 400 миллион тенке яхӑн укҫа кирлӗ пулать.
"Ҫурт-йӗр" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫынсене пурӑнма юрӑхсӑр хваттерсенчен куҫарма ҫӗршыв бюджетӗнчен 230 миллион тенкӗ укҫа килмелле. Пӗлтӗр 2017-мӗш ҫулти кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне пурӑнма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ ҫуртсенчен халӑха куҫарса пӗтерме май килнӗ. Пурӗ 1000 ытла ҫын. 2017-мӗш ҫултанпа тепӗр 92 пин тваткал метр ҫурт-йӗре юрӑхсӑра тухнисен йышне кӗртнӗ. Ҫавна май черетре тепӗр 6 пин ытла ҫын. "
Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗн тивӗҫӗсен йышӗнчех - ҫуртсене ҫут ҫанталӑк ырлӑхне илсе ҫитересси.
Алиса Александрова, Игорь Ульянов