Обществӑлла тӗрӗслевҫӗсем хыснаран уйӑрнӑ тата халӑхран пухнӑ укҫана подрядчиксем мӗнле усӑ курнине хак пачӗҫ. Пӗрремӗш адрес - Павлов мичман урамӗнчи 60-мӗш ҫурт картишӗ. Пӗрле тӑрӑшни харама кайманни пурне те савӑнтарать. Ашшӗ-амӑшӗ кӑмӑллӑ, ачасем те хальхи йышши лапамран кайма пӗлмеҫҫӗ. Ҫывӑхри ҫуртсенчен килекен те нумайӑн. Спорт хатӗрӗсене вырнаҫтарни, чуччусем лартни кӑна мар, таврашне те хӑтлӑх кӳмелле.
Ҫак урамрах вырнаҫнӑ 66-мӗш ҫурт картишне йӗркене кӗртессине хӑй ҫине "Дорэкс" пӗрлешӳ илнӗ. Тӑкаксен пысӑкрах пайне йӗрке тӑрӑх республика тата вырӑнти бюджет саплаштарать, ытти укҫа - халӑхран пуҫтарни. Ҫанталӑк аван тӑрсан мӗн-пур ӗҫе 2 эрнере вӗҫлеме палӑртнӑ.
2027-мӗш ҫулти программӑна кӗрес тесе Шупашкарта пурӑнакансем тӗрлӗ объектшӑн 23 пин сасӑ панӑ. Сасӑлав юпа уйӑхӗн 2-мӗшчен "Чувашия Онлайн" платформӑра пырать.
Алиса Александрова, Антонина Капитонова, Вадим Владимиров








