Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тимлӗхӗнче

Ҫак ятпа пуҫарнӑ проектпа килӗшӳллӗн республикӑри обществӑлла пӗрлешӳ хастарӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенчи юсав ӗҫӗсем мӗнле пынине тӗрӗслеҫҫӗ. Хальхинче тимлӗхре тротуарсем пулчӗҫ. 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче ӗҫлекен Обществӑлла канаш председателӗ Наталия Партасова ертсе пыракан комисси Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитрӗ. Тротуарсене кунта харӑсах темиҫе ҫӗрте йӗркене кӗртеҫҫӗ. Хӑш лаптӑксене юсамаллине палӑртнӑ чухне халӑх кӑмӑлне шута илнӗ. Ҫуран ҫӳрекенсем ҫӗнелнӗ ҫулсене пахалама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварӗпе Степан Максимов композитор урамӗнчи аллея куҫ умӗнчех чиперленсе пыраҫҫӗ. Тротуарсене,   электричество ҫутине ҫӗнетнипе пӗрлех кунта спорт площадкине те, кану вырӑнӗсене те хӑтлӑлатнӑ.

Юсав ӗҫне ирттерме 180 миллион тенке яхӑн ҫӗршыв хыснинчен наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрнӑ. Тротуарсене йӗркене кӗртме кӑҫал республика бюджетӗнче те укҫа пӑхса хӑварнӑ. Канаш 50 миллион тенке, Шупашкар 200 миллион тенке тивӗҫнӗ. 

Комисси пайташӗсем юсав мӗнле пынине кашни объектрах тӗплӗн тишкерчӗҫ. Ырламалли самантсене те, ҫитменлӗхсене те асӑрхарӗҫ. Наталия Партасова хула ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлӗпе те кӑсӑкланчӗ. Тротуарсем илемленсе пынӑшӑн савӑннине пытармарӗҫ вӗсем. Тӳрӗ те тикӗс ҫулпа ҫӳреме тем тесен те кӑмӑллӑ. 

Ҫӗнӗ Шупашкара вара тротуарсене ҫӗнетме 70 миллион тенкӗ панӑ. Пурӗ подрядчиксемпе 9 килӗшӳ тунӑ. Пӗрисен ӗҫ хӗрӳ пырать пулсан, теприсем ӑна пуҫӑнман та. Комисси лару-тӑрӑва тӗпчесе хула администрацине сӗнӳсем пачӗ. - Тротуарсене юсас ыйтӑва тимлӗхре тытӑпӑр, терӗҫ обществӑлла пӗрлешӳ хастарӗсем. 


Екатерина Фомина, Павел Иритков