Вӑхӑтлӑх чару хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ

Ҫӗнӗ ҫул умӗн чарнӑ мобильлӗ интернет республикӑра хӑҫан ӗҫлесе каясси паллӑ мар-ха. Кун пирки цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Степанов пӗлтерчӗ.

Интернет ыйтӑвне вӑл ҫыхӑну операторӗсен представителӗсемпе пӗрле ятарлӑ брифингра уҫӑмлатрӗ.

Республикӑри пысӑк хуласенче пурӑнакансем икӗ эрне ытла йӗркеллӗ интернет ҫуккипе тертленеҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех кӗсье телефонне хӑнӑхнӑран ҫыхӑну ҫитменлӗхӗ нумайӑшӗшӗн чӑн нуша пулса тухнӑ. Ҫак чӑрмав ҫамрӑксене ҫеҫ мар, аслӑраххисене те канӑҫсӑрлантарать.

Мобильлӗ интернета чарассине федераци шайӗнче йышӑннӑ. Ҫавӑнпа та ҫыхӑну операторӗсене вӑрҫни кӑлӑхах. Вӑхӑтлӑх чару пӗтӗмпех хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ. Ҫавах та электронлӑ почта, "В контакте", "Одноклассники" тата ытти "шурӑ списокри" сервиссене кӗсье телефонӗпех кӗме пулать. Ку, паллах, ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та, Михаил Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, хуласенче ирӗклӗ Wi-Fi вырӑнӗсен шутне ӳстерме палӑртнӑ.

Малашне тӳлевсӗр интернет суту-илӳ ҫурчӗсемпе пӗрлех халӑх йышлӑ пулакан ытти вырӑнсенче те йӗркелемелле. Вӑл шутра - транспорт чарӑнӑвӗсенче те. Тӳлевлӗ парковкӑсемпе усӑ куракансем вара машин лартнӑшӑн 3 кун таран кая юлса тӳлеме пултараҫҫӗ. Электрозаправка ыйтӑвне те ҫитес вӑхӑтра татса парӗҫ. Интернетпа ҫыхӑннӑ ыйту-хурава халӗ Шупашкарта 56-53-32 хӗрӳ лини номерӗпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Вӑхӑтлӑх чару хӑҫанччен тӑсӑлассине хальлӗхе специалистсем татӑклӑн калаймаҫҫӗ. Сӑмах май, ытти регионсенче халӗ кун пек йывӑрлӑх ҫук. Иртнӗ кун, пирӗн пекех ҫӗнӗ ҫул умӗн чарнӑ мобильлӗ интернет, тинех, Камчаткӑра ӗҫлесе кайнӑ. 

Чӑваш Ен кӑларӑм валли Алексей Енейкин, Вероника Павлова, Святослав Петров