Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗнче цифра аталанӑвӗн стратегине ҫирӗплетрӗҫ

Ҫакӑншӑн яваплӑ министерство ертӳҫи Михаил Степанов канашлӑва пухӑннисене малтан иртнӗ 5 ҫулти ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ.

2020-мӗш ҫултан пуҫласа 2024-мӗш ҫулччен Чӑваш Енре 124 цифра проекчӗ пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗтӗмӗшле 2 миллиард та 800 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ. Пӗлтӗр республикӑри 432 яла интернетпа тивӗҫтернӗ. Ҫитес ҫулсенче тата тепӗр 600-шне ҫыхӑну ҫитмелле. 2027-мӗш ҫулта регионта цифра сервисӗсен ӗҫне йӗркелекен, информацие упракан центр туса хумалла. Ҫакӑ республикӑра пурӑнакансене интернет урлӑ кирлӗ документсемпе справкӑсене хӑвӑртрах илме пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех халӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсене пӗрлештерекен медиахолдинг тӑвас тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ. 

"Хӑрушлӑхсӑр хула" платформа та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ҫапла паян 2 пин те 400 ытла объекта видеосӑнав камерипе тивӗҫтернӗ. 2030-мӗш ҫул тӗлне вара Чӑваш Енри округсенче 10 пин таран хатӗр вырнаҫтармалла. Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗн те лайӑх кӑтартусем. 2022-мӗш ҫулта электронлӑ сервиспа республикӑра пурӑнакансен 53 проценчӗ усӑ курнӑ пулсан, 2024-мӗш ҫулта 88 процента ҫитнӗ. Чӑваш Ен харӑсах пурнӑҫа икӗ цифра платформи кӗртекен Раҫҫейри пӗртен пӗр регион. Ку вӑл "Умный город" тата "Управление системой ЖКХ" проектсем. Вӗсене 2030-мӗш ҫулта ӗҫлеттерсе ямалла. 2027-мӗш ҫултан вара вӗренӳ тытӑмӗ валли "Манӑн шкул" проект пурнӑҫа кӗмелле. Ҫапла кирлӗ кӗнекесемпе материалсене унтах тупма пулӗ. Республикӑра ҫавӑн пекех искусствӑлла интеллект пулӑшӑвӗпе анлӑ усӑ курма пуҫланӑ. IT-cпециалисчӗсене хатӗрлессине те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Шкулсенче ятарлӑ классем уҫнӑ, ача-пӑча технопаркӗсем ӗҫлеҫҫӗ, IT-компанисене ӗҫе вырнаҫма пулӑшакан тӗрлӗ программӑсем йышӑннӑ. 

Диана Иванова, Вадим Владимиров