Канашлӑва Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пычӗ. Экономика министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Лариса Рафикова Чӑваш Енӗн 2030-мӗш ҫулчченхи экспорт аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗпе паллаштарчӗ. Пирӗн республикӑра промышленность, ял хуҫалӑх, медицина тата вӗренӳ енӗпе ытти ҫӗршывсемпе килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ.
Пӗлтӗр регион чикӗ леш енне тавар ӑсатас ӳсӗмӗпе Атӑл федераци округӗнче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пилӗк ҫул хушшинче экспорт шайӗ пӗр хут ҫурӑ ӳснӗ. Африкӑна виҫӗ хут, Ази ҫӗршывӗсене вара 2 хут ытларах тавар ӑсатма пуҫланӑ. Ытларах чухне машин тумалли продукципе тивӗҫтереҫҫӗ. Унӑн калӑпашӗ 61 процентпа танлашать. Ҫавӑн пекех чикӗ леш енче Чӑваш Енре туса кӑларнӑ апат ҫимӗҫпе ял хуҫалӑх таварӗсене тата хими промышленноҫӗн продукцине килӗштереҫҫӗ.
Экологи хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе республикӑн ҫут ҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов тухса калаҫрӗ. Пирӗн регион ҫӗршывра экологи енӗпе 7-мӗш вырӑн йышӑнать. Ҫитес пилӗк ҫулта пурнӑҫламалли тӗллевсем хушшинче - вӑрман хуҫалӑхӗнче 11 экологи маршручӗ тӑвасси, республикӑн реестрне пин ҫӑлкуҫ кӗртесси, шкулсенче вӑрман хуҫалӑхӗн 35 класне йӗркелесси тата ытти те.
Регион ертӳҫи Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, тӗп аталану ҫул-йӗрне палӑртни яваплӑ ведомствӑсене тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме пулӑшӗ. Канашлура 2030-мӗш ҫулчченхи аталану ҫул-йӗрӗпе ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Патшалӑх ветеринари службин тата юстици ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫисем паллаштарчӗҫ. Вӗсен те тӗллевӗсем анлӑ.
Олег Николаев канашлу тухӑҫлӑ иртнине палӑртрӗ. Ведомствӑсене вара палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме хушрӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров