Уйрӑм аталану программисене пурнӑҫа кӗртекен регионсен ӗҫне ҫӗршывӑн экономика аталанавӗн министерстви тимлесе тӑрать. Канашлура иртсе пыракан ҫулталӑка пӗтӗмлетсе ҫитес ҫулхи тӗллевсене палӑртрӗҫ. Максим Решетников министр пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025-мӗш ҫулта 400 проекта яхӑн пурнӑҫа кӗртме 18 миллиард тенкӗ укҫа хывнӑ, 900 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. Уйрӑм аталану программин ҫӗнӗ тапхӑрӗ кӑҫалтан вӑй илнӗ. Укҫана регионсене халӗ пӗрлехи субсидипе куҫарса параҫҫӗ, кашни ҫул - пӗрер миллиард тенкӗ. Чӑваш Енре ҫак программӑна тӑватӑ тӗп ӗҫ кӗртнӗ. Вӗсенчен пӗри - Промышленноҫ аталану фончӗ урлӑ инфратытӑм объекчӗсем валли кивҫен укҫа парасси.
- Халӗ, сӑмахран, Ҫӗмӗрлери автомобильсен комбиначӗн ыйтӑвне пӑхса тухатпӑр, унта трансформатор подстанцине тӗпрен юсамалла, - пӗлтерчӗ Олег Николаев.Ҫӗнӗ оборудовани туянакан предприятисен тӑкакӗсене те саплаштараҫҫӗ. 18 предприятие 303 миллион тенкӗлӗх субсиди уйӑрнӑ.
Хӑмла туса илес ӗҫе аталантарма та сахал мар укҫа хываҫҫӗ. Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ субсидие тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне тепӗр виҫӗ организаци "Чӑваш хӑмли" грант хуҫи пулса тӑнӑ. Кӑҫал 150 гектар хӑмла шпалерӗ кармалла тата 50 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелемелле. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр, - терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ятарлӑ экономика тӑрӑхӗ те аталанса пырать. Индустри паркӗнчи инфратытӑма шӑпах регионӑн аталану программипе уйӑракан укҫапа хута янӑ. Хальлӗхе кунта 6 компани вырнаҫма кӑмӑл тунӑ. Ҫӗнӗ резидентсем валли те вырӑн ҫителӗклӗ.
- Инвесторсене илӗртес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлетпӗр, - терӗ Олег Николаев.
Сӑмах май, Индустри паркӗн ӗҫӗпе Максим Решетников министр вырӑна ҫитсе паллашрӗ. Чӑваш Енре пулнӑ май вӑл Шупашкарти "Евраз Автоматика" заводра та пулса курчӗ. Вӑл та Индустри паркӗнче вырнаҫнӑ. Предприяти виҫҫӗмӗш производство цехне хута яма хатӗрленет. Кунта электричество энергийӗ валеçмелли шкафсемпе щитсем туса кăлараççĕ. Производствӑна ӳстерсе пыма завода патшалӑх тӗрев пани пулӑшать. Максим Решетников ятарлӑ экономика зонипе ҫыхӑннӑ проектсене малалла та тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ.
Екатерина Фомина, Святослав Петров