Нумай ачаллӑ ҫамрӑк ҫемьесем ҫӗнӗ тӳлеве тивӗҫме пултараҫҫӗ

Бюджета, налук тӳлевӗсене улшӑнусем кӗртесси, республика ҫыннисене социаллӑ пулӑшу парасси. Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче 14 саккун проектне пӑхса тухрӗҫ.

Налук тӳлессине ҫӗнӗлӗхсем кӗртме палӑртнӑ. Пилӗк е ытларах ача ҫитӗнтерекен ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтарӗҫ. Ку ҫӑмӑллӑх 150 лаша вӑйӗнчен пӗчӗкрех двигательлӗ автобуспа ҫӳрекенсене пырса тивет. Енчен те хӑватлӑхӗ пысӑкрах пулсан, налук виҫине 4 пин те 500 тенкӗ шайӗнче ҫирӗплетме йышӑннӑ. 300 миллион тенкӗрен хаклӑрах куҫман пурлӑх хуҫисен патшалӑха ытларах тӳлемелле пулать. Налук ставкине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн ӳстерсе пырӗҫ. Кӑҫал вӑл 1,8 процентпа танлашать, ҫитес ҫул 2 процент, 2028-мӗш ҫулта - 2 процент ҫурӑ пулӗ.

Нумай ачаллӑ ҫамрӑк ҫемьесем ҫӗнӗ тӳлеве тивӗҫме пултараҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ҫуралнӑ ачашӑн  300 пин тенкӗ парӗҫ.  Ку пулӑшӑва сахал тупӑшлӑ ҫемьесем кӑна илееҫҫӗ. Упӑшкипе арӑмӗ иккӗшӗ те 35 ҫултан кӗҫӗнрех пулмалла. Тӳлеве кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен памалла тунӑ. Программӑна "Ҫемье" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ, вӑл 2028-мӗш ҫулччен вӑйра пулӗ. 2025-мӗш ҫулта республикӑри 100 ҫемьене хавхалантарма палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 30 миллион тенкӗ пӑхса хӑварӗҫ.

Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре "Земство тренерӗ" программа ӗҫлеме пуҫлать. 50 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан ял-хуласене ӗҫлеме каякан специалистсем пӗр миллион тенке тивӗҫеҫҫӗ. Укҫана физкультурӑпа спорт енӗпе аслӑ е  вӑтам профессиллӗ пӗлӳ илнисене парӗҫ. Тӳлеве конкурс ирттерсе валеҫмелле. Конкурса ҫавӑн пекех  профильлӗ учрежденисенче юлашки курссенче вӗренекен студентсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Земство тренерӗсен ҫӗнӗ вырӑнта 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле пулать.

Правительство ларӑвӗнче обществӑлла транспорта ҫӗнетмелли 2030-мӗш ҫулчченхи программӑна ҫирӗплетрӗҫ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме миллиард та 870 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Укҫан ытларах пайӗ - республика хыснинчи. 2025-2026-мӗш ҫулсенче пурӗ 88 автобуспа 10 троллейбус туянма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ транспорт тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкар валли пулать.

Чӑваш Енри виҫӗ округ тухӑҫлӑ ӗҫӗшӗн грант илӗ. Комисси муниципалитета инвестицисем илӗртнине, халӑх администраци ӗҫне мӗнле хакланине, хута янӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкне, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательсен шуте тӗпе хунӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче - Шупашкар округӗн администрацийӗ. Вӑл 8 миллион та 800 пин тенке тивӗҫет. Шупашкар хулине 8 миллион тенке яхӑн, Красноармейски тӑрӑхне 3 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ.

Екатерина Фомина