Маҫтӑрсен ӗҫ пахалӑхне тата тирпейлӗхне шута илчӗҫ

Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗнче шалти ӗҫсем тӑвакансен ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ. Республикӑри тӑватӑ строительство компанийӗнчи специалистсем хӑйсем мӗн пултарнине кӑтартрӗҫ. 

Конкурса хутшӑнакансен тӗрлӗ ӗҫ тума пӗлмелле. Вӗсем стенасене тӳрлетрӗҫ, обой, плитка ҫыпӑҫтарчӗҫ. Комисси маҫтӑрсен ӑсталӑхне хакланӑ чух ӗҫ пахалӑхне, тирпейлӗхне тата хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннине шута илчӗ.

Тӳресене маҫтӑрсен пултарулӑхне хаклама ҫӑмӑл пулмарӗ. Кашни хӑйне май ӑста. Апла пулин те пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗ ята Василий Сергеев тивӗҫрӗ. Вӑл строительство сферинче 10 ҫул ытла тӑрӑшать. Тӗрлӗ вӑхӑтра Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Йошкар-Ола хулисенчи пӗрлешӳсенче ӗҫленӗ. Халӗ тӗп хулари "Честр-инвест" компанире вӑй хурать. "Паллах хумхантӑм, анчах та ҫӗнтерес туйӑм вӑйлӑрах пулчӗ", - терӗ вӑл. 2-мӗш вырӑна "СУ-Инкост" пӗрлешӳре ӗҫлекен Денис Алюнов йышӑнчӗ, 3-мӗш "Честр-инвест" обществӑра тӑрӑшакан тепӗр специалист Владимир Орлов пулчӗ. 

Палӑртмалла, ҫакнашкал ӑсталӑх конкурсне республикӑра пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Ҫак уйӑхрах вара ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшу иртет. Раҫҫейри чи пултаруллӑ строительсем Приморье тӑрӑхӗнче тӗл пулаҫҫӗ.

Марина Белякова, Вадим Владимиров