Стратегин тӗп тӗллевӗ - республикӑри кашни ҫурта, предприятие, вӗренӳ учреждение пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлекен, хӑрушлӑхсӑр, экологи енчен таса электричествӑпа тивӗҫтересси. Паян Чӑваш Енри энерги тытӑмне пиншер ҫухрӑм электричество линийӗ, 10-шар подстанци тата тӗп объект - Шупашкар ГЭСӗ кӗрет. Анчах та инфратытӑмӑн ытларах пайне иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш-70-мӗш ҫулӗсенчех тунӑ. Ҫавӑнпа та вӗсене ҫӗнӗтмелле. Ҫав вӑхӑтрах регионта промышленноҫ аталансах пырать: заводсем уҫӑлаҫҫӗ, уйрӑм экономика зонипе технопарксем йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш Ен энерги тухӑҫлӑхӗпе Раҫҫейре 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Иртнӗ 4 ҫулта электричество тытӑмӗнчи хуҫасӑр объектсен шучӗ 9 хута яхӑн чакнӑ.
2035-мӗш ҫулччен пӑхса хунӑ программӑпа килӗшӳллӗн "Цифрӑллӑ энергетика регионӗ" проект пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫапла "ӑслӑ" сетьсем, мониторинг тытӑмне йӗркелемелле. Ку вӑл кӑткӑс лару-тӑрура тӗрлӗ ыйтӑва хӑвӑртрах татса пама пулӑшӗ. Уйрӑмах вырӑнти энерги центрӗсем тӑвассине тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫапла районсем хӑйсене хӑйсем электричествӑпа тивӗҫтереме пултарӗҫ.
Пӗтӗмӗшле республикӑн энергетика тытӑмне 2035-мӗш ҫулччен 40 миллиард тенке яхӑн хывӗҫ. Унпа подстанцисене ҫӗнетӗҫ е тӑвӗҫ, хатӗрсене улӑштарӗҫ, "ӑслӑ" счетчиксем вырнаҫтарӗҫ. Стратегин пӗлтерӗшлӗ пайӗ - электричество транспортне энерги памалли станцисен тытӑмне аталантарасси. Паян республикӑра ҫакнашкал 55 объект, 2027-мӗш ҫул тӗлне вӗсен шучӗ 189 ҫитмелле.
Диана Иванова, Вадим Владимиров