Теори пӗлӗвне тата ӗҫри ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ

Чӑваш Енре 4-мӗш хут професси ӑсталӑхӗн "Чи лайӑх вӑрман инспекторӗ" конкурс иртрӗ. Кӑҫал ҫут ҫанталӑка сыхлас ӗҫри пӗлӳ шайне республикӑн тӗрлӗ округӗнчи 11 специалист кӑтартса пачӗ.

Хальхинче ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Вӑрнар вӑрман хуҫалӑхӗнче кӗтсе илчӗҫ. Темиҫе тапхӑрпа иртнӗ конкурсра теори пӗлӗвне тата практикӑри ӑсталӑха хак панӑ. Малтанах лесничисен 50 ыйтуран тӑракан тест тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла пулнӑ. Ҫак хӑнӑхтарусем чылай инспекторшӑн ҫӑмӑл пулнӑ. Малалла йывӑртарах. Йывӑҫӑн каснӑ пайне тишкерсе ӑна палласа илмелле. Ку тӗрӗслевре тӳревсем кӑштах чееленнӗ. Йывӑҫӗ пӗрре, пайӗсем вара тӗрлӗрен. Ҫавӑнпа пуҫ ватмалӑх пур. Ӑмӑрту вӑхӑтӗнче лесничисем пӗрене те татрӗҫ,  касма юрӑхлӑ лаптӑксене те хак пачӗҫ. Вӑрманта ҫухалсан та тухма пӗлмелле вӗсен. Тӗрӗссипе ку вӑл вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хуракансен кулленхи ӗҫӗ. Ҫут ҫанталӑкра йӗрке туса тӑрасси - пысӑк яваплӑх. Кӑҫал хӑйӗн профессийӗнче чи пултарулли  Йӗпреҫ лесничествин инспекторӗ Александр Кондратьев пулса тӑчӗ.

Ҫакӑн пек ӑмӑртусем пулӑшнипе инспекторсен ӑсталӑхӗ татах та ӳсет, ӗҫ кӑтартӑвӗсем лайӑхланаҫҫӗ. Кӑҫал, сӑмахран, пӗлтӗрхипе танлаштарсан саккуна пӑсса вӑрман каснӑ тӗслӗхсем сахалланнӑ, пушарсен шучӗ 2 хут чакнӑ.