Сиплӗ шыва хула ҫыннисем пысӑк савӑтсене тултарса килне илсе каяҫҫӗ. Сывлӑхне ҫирӗплетмпе тухнӑ спортсменсем те ҫак вырӑна килӗштереҫҫӗ. Ҫулла - чупакансене, хӗлле - йӗлтӗрпе ярӑнакансене час-часах сӑнама пулать кунта.
Вӗсем ыйтнипе ӗнтӗ вӑрманти лаптӑка хӑтлӑлатнӑ. Строительсем ҫырма-ҫатраллӑ вырӑна ҫирӗплетсе картлашкасем йӗркеленӗ, сакпа сӗтел вырнаҫтарнӑ. Улшӑнусене хула ҫыннисем хаклама ӗлкӗрнӗ.
Халӗ ку вырӑнӑн ячӗ те пур - "Пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ". Кӑҫал кунти сиплӗ шыва Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн хастарӗсем тӗпчесе пысӑк хак панӑ. Лаптӑкӑн сӑн-сӑпатне "Родники РГО" федераци проектне хутшӑнса йӗркене кӗртнӗ. Обществӑлла организаци "Экологи" фондпа пӗрле 3-мӗш ҫул ӗнтӗ тӗрлӗ регионти ҫӑлкуҫсене тирпейлеме пулӑшать.
Хула ҫыннисем ҫӑлкуҫ патне тӳрех ҫул тупччӑр тесе ятарлӑ паллӑсем те вырнаҫтарнӑ. Ботаника сатӗнче халӗ туризм маршручӗ йӗркелесси пирки шутлаҫҫӗ. Кун пирки канашлура сӑмах пычӗ. Лаптӑк, чӑн та, тӗлӗнмелле пуян. Мускаври Цицин ячӗллӗ Ботаника сачӗн пӗртен-пӗр филиалӗ Чӑваш Енре вырнаҫни те мӗне тӑрать! Экологи сукмакӗсем йӗркелесен хӑнасен шучӗ те ӳсмелле.
Вероника Павлова, Святослав Петров