Регион ертӳҫи малтанах вӑрман хуҫалӑхӗн пушара хирӗҫ кӗрешмелли техникипе паллашрӗ. Вӗсене "Экологи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Иртнӗ пилӗк ҫулта парк 143 ҫӗнӗ техникӑпа пуянланнӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗн ӗмӗрхи историйӗпе паллашма пулӑшакан вырӑн - музей. Унта аталану ҫул-йӗрне тӗплӗн сӑнланӑ.
Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗн хӑйӗн питомникӗ пур. Вӑл 40 гектар йышӑнать. Унта тӗрлӗ йывӑҫ хунавӗ ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсене ҫӗршывӑн чылай кӗтесне ӑсатаҫҫӗ.
Уяв вара Шӑмӑршӑри культура керменӗнче иртрӗ. Унта ача сатне ҫӳрекенсемпе шкул ачисем, предприятисем курав йӗркеленӗ. Кунти шкулсенче экологи юхӑмӗ аван аталаннӑ. Вӗренекенсем ҫут ҫанталӑк пирки ытларах пӗлеҫҫӗ, тавралӑха сыхлас ӗҫ-пуҫа хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсене тата пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисене патшалӑх наградисемпе чысларӗ. Нумай пулмасть "Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Унта Ҫӗмӗрлери юман 25 пин те 532 сасӑ пухса иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Уявра конкурс йӗркелӳҫи тата комисси председателӗ Сергей Пальчиков Олег Николаева тав хучӗпе диплом парса саламларӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хутшӑннипе ҫак кун "Вӑрмана упрар" Раҫҫей шайӗнчи акци вӑй илчӗ. Культура керменӗ ҫумӗнчи паркра уяв хӑнисем юман тата чӑрӑш хунавӗсем лартрӗҫ. Акци кӑҫалхипе 7-мӗш хут иртет. Пурӗ республикӑра 55 гектар ҫинче 60 пине яхӑн йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ.
Оксана Верликова, Святослав Петров