Им-ҫама ҫулталӑкне икӗ хут - ҫуркуннепе кӗркунне хураҫҫӗ. Ҫакна уртаракан чирпе аптракан чӗрчунсен йышне чакарас тӗллевпе пурнӑҫлаҫҫӗ. "Чее туссене" ялсенче кӑна мар, хуласенче те куркалаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ветеринарсем ҫынсем тилӗсене асӑрхани пирки пӗлтернӗ вырӑнсене им-ҫам хучӗҫ. Вӗсем ытларах чухне вӑрмансенче, парксемпе скверсенче тӗл пулӑҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра тискер кайӑксем уйрӑмах "харсӑрланнӑ" темелле. Вӗсем пурӑнмалли ҫурт таврашне те ҫывхараҫҫӗ. Эмеле ҫинӗ хыҫҫӑн 21 кунтан чӗрчунӑн иммунитет пулать. Вӑл ҫулталӑка тӑсӑлать. Анчах та чирлӗ тилле им-ҫам пулӑшаймӗ.
Ҫуркунне ветеринарсем сунарҫӑсемпе пӗрле 26 пин вакцина хурса тухнӑ. Ҫапах та республикӑра уртаракан чирпе аптӑранӑ тӗслӗхсене час-часах шута илеҫҫӗ. Кӑҫал 4 тилӗ тата 2 кушак ку амакпа аптранине тупса палӑртнӑ. Паянхи куна регионти икӗ вырӑнта карантин йӗркине йышӑннӑ.
Вакцинӑна хума ветеринари службин ӗҫченӗсем ятарлӑ тум, маска тата перчетке тӑхӑнаҫҫӗ. Ҫакна эмеле ҫын шӑрши ҫапса чӗрчуна хӑратса ан ятӑр тесе тӑваҫҫӗ. Килти чӗрчунсем тӗлӗшпе вара вакцинаци тумалли куҫса ҫӳрекен пунктсем йӗркелеҫҫӗ. Специалистсем выльӑх-чӗрлӗхе тата йытӑ-кушака уртаракан чиртен сыхланма пулӑшаҫҫӗ. Хваттерте усраканнисене те ку амак лекме пултарать: урамри атӑ-пушмакран, япаларан. Ҫавӑнпа та вӗсем пирки те манмалла мар.
Оксана Верликова, Святослав Петров