Кунти ӗмӗрхи йӑмрасен хушшипе шӑнкӑртатса юхакан ҫӑлкуҫсем таврари халӑха яланах хӑйсем патне илӗртнӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем вара ку вырӑна "Хура ҫӑл" тенӗ. Ҫӗр айӗнчен тапса тухакан сиплӗхлӗ шыв уй-хирте ӗҫлекенсемшӗн те, иртен-ҫӳрекенсемшӗн те ҫӑлӑнӑҫ вырӑнӗнчех пулнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак историллӗ вырӑна пулас ӑрусем валли те упраса хӑварас тӗллевпе вырӑс географи пӗрлешӗвӗпе вырӑнти администраци хастарӗсем 2023-мӗш ҫултанпа республика шайӗнчи экологипе географи фестивальне йӗркелеҫҫӗ.
Пухӑннисем малтанах ырӑ йӑлапа ҫӑлкуҫсен таврашне ҫӳп-ҫапран тасатрӗҫ. Кунта сапаланса выртакан тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр хушшинче 1969-мӗш ҫулта кӑларнӑ консерва савӑчӗ те пулчӗ. Пархатарлӑ ӗҫ хыҫҫӑн уяв хӑнисене савӑнӑҫлӑ самант кӗтрӗ. Фестиваль йӗркелӳҫисем регион шайӗнче иккӗмӗш хут иртнӗ "Пин ҫӑлкуҫлӑ Чӑваш Ен" тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Кӑҫал унта 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра вара кӑмӑл тӑвакансем "Чи хӑтлӑ ҫӑлкуҫ" конкурса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене авӑн уйӑхӗччен йышӑнаҫҫӗ. Фестиваль хӑнисем вара кунтах тӗрлӗ конкурс-тупӑшура ӑмӑртрӗҫ.
Экологи ыйтӑвӗсене пысӑк тимлӗх уйӑракан вырӑс географи пӗрлешӗвӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсемпе пӗрле халӗ ҫӑлкуҫсенчи шыв пахалӑхне тӗпчессипе малалла ӗҫлет. Вӗсенчи хими хутӑшне тӗрӗслесе шыва ахаль ӗҫме е сипленес тӗллевпе усӑ курассине те палӑртать. Ҫамрӑксем ҫӑлсен таврашне хӑтлӑх кӳрессине те шута илеҫҫӗ. Вӗсене пӗр реестра пухса ҫӑлкуҫсен карттине тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа экологи туризмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем те пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.
Алексей Енейкин, Неля Юрявичус, Алексей Никитин